Минзада аппа "Авангардпа" пĕр кунта çуралнă

Категория: Публикации Опубликовано: 12.02.2021, 10:18 Просмотров: 356

2021 ÇУЛХИ февралĕн 8-мĕшĕнче Шăнкăртамра пурăнакан Минзада Гиниятулловна Шрша хăйĕн 90 çулхи сумлă юбилейне паллă тунă. Çак ятпа ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Р.Насыров çирĕп сывлăх суннă, парнепе пĕрлех Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн саламĕсене çитернĕ.

Çак кунхинех районта тухса тăракан "Авангард" хаçат та 90 çул тултарчĕ. Минзада аппа райхаçатăн тантăшĕ çеç мар, унăн хастар вулаканĕ те. Вăрçă хыççăн ял Советĕнче бухгалтерта тăрăшнă чухнех туслашнă вăл унпа. Унтанпа çур ĕмĕр те иртнĕ, çулĕсем те шултăраланнă темелле. Апла пулин те кинемей паянхи кун та районта тухса тăракан "чун апачĕсĕр" пурăнаймасть. Ăна кашни çур çултах çырăнса илет. –

 Хаçатçăсемпе манăн пĕр савăнăç, пĕрешкел юбилей. Тата нумай çул пурăнса вулакана савăнтармалла пултăр сирĕн,- тет ĕç ветеранĕ "Авангард" хаçатăн ĕçченĕсене пысăк "менельник" ячĕпе саламланă май.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика