Уçă алăк кунĕ вырăнне - видеоклип

Категория: Публикации Опубликовано: 12.02.2021 10:21 Просмотров: 295

ТУÇАРИ вăтам шкулта çулсеренех февралĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче кунтан вĕренсе тухнисем валли ятарласа "Уçă алăк кунне" йĕркелесси ырă йăлара. Çак уявран çĕршер выпускник хавхалану, вăй-хал илсе кайнă. Пĕрлех хăйсене вĕрентнĕ хисеплĕ учительсемпе, пĕрле вĕреннĕ тус-тантăшĕсемпе тĕл пулнă, ырă аса илỹпе киленнĕ тата ытти те. Коронавирус пандемийĕ çак киленĕçе пурнăçа кĕртме памарĕ пулин те, Туçари вăтам шкул ăна сарăмсăр çеç ирттерсе яман, выпускниксем Интернет тетелĕнчи "Одноклассники" ушкăнта, Ютубри "Тойси" каналта кунĕпех тĕрлĕ çулта ỹкернĕ "Привет выпускникам" клипа пăхса киленме пултарнă. Çапла вара онлайн тĕл пулăва та çĕршер выпускник хутшăннă.

Газета

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Все новости

Яндекс.Метрика