Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 12.02.2021 10:26 Просмотров: 308

«Вăрçă ачисене»  - çăмăллăх

«Вăрçă ачисен» статусĕ тинех укçан виçекен çăмăллăхпа тĕрекленĕ. Çакна Министрсен Кабинечĕн февралĕн 10-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче тивĕçлĕ саккуна улшăну кĕртме сĕнсе ырланă. Унпа килĕшÿллĕн, ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, «вăрçă ачисен» хушма çăмăллăх пулать. Хваттершĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн çак статуслă çынсем 25% танлашакан çăмăллăхпа усă курса тÿлĕç. Енчен те гражданинăн темиçе сăлтавпа çăмăллăхпа усă курмалли ирĕк пур тăк - вĕсен çав сăлтавсенчен пĕрне суйласа илмелле.

Ҫĕнĕ хушу

2021 çулхи  февралĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕнĕ хушу çирĕплетнĕ. Унпа килĕшӱллĕн ресторансемпе апатлану вырăнĕсене çур çĕр иртни пĕр сехетчен ĕçлеме ирĕк панă. Унччен вĕсен 23 сехетчен ĕçлеме юранă.  Ҫапах та  çак ирĕк пани кафесенче уявсем йĕркелеме юранине пĕлтермест.

Пурăнмалли чи пĕчĕк хисепе çирĕплетнĕ

Чăваш Енре пурăнмалли чи пĕчĕк хисепе çирĕплетнĕ. Малашне вăл кашни çын пуçне 9804 тенкĕпе танлашĕ. Ĕçлекенсемшĕн çак хисеп 10414 тенкĕ, тивĕçлĕ канăва тухнисемшĕн 8500 тенке яхăн, ачасемшĕн 9983 тенк. пулĕ. Саккунпа çирĕплетсен ку хисеппе çулталăк усă курĕç. Мĕншĕн тесен малашне пурăнмалли чи пĕчĕк хисепе кашни кварталта мар, çулталăкра пĕрре йышăнма пуçлĕç. Ҫакăн пирки калакан саккун кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.

Малти вырăнта

Пепкесен пурнăçне сыхласа хăварассипе пирĕн республика çĕршывра малти вырăнта. Ҫак кăтартусемпе Раççей статистики паллаштарнă. Сăмах май каласан, ку енĕпе Чăваш Ен юлашки пилĕк çул малтисен шутĕнче. Ҫак ӱсĕм вăл  республикăри перинаталлă центрсемпе ача-пăча поликлинникисен тата стационарсен пĕрлĕхлĕ ĕçĕн кăтартăвĕ.

Паттăрсене халалласа - концерт

Февралĕн 17-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи симфони капелли куракансене «Хӳтĕлев чиккине тăвакансене халалласа…» театрализациленĕ концерт парнелĕ. Ку мероприяти Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкпа килĕшӳллĕн иртĕ. Концерт программинче: В. Моцарт, П. Чайковский, М. Мусоргский, Д. Шостакович, К. Прокофьев, К. Молчанов, А. Новиков, В. Воробьев, Ф. Васильев.Илемлĕх ертӳçи тата тĕп дирижер – Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ Морис Яклашкин, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ искусствăсен деятелĕ Наталья Яклашкина дирижер, программа режиссерĕ Максим Жучин. Концерт Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче февралĕн 17-мĕшĕнче иртĕ, 15 сехетре пуçланĕ.

Ятарлă уроксем ирттерĕç

Интернетра кирек епле информацие те пĕлме пулать. Ҫынсем хăйсемех тĕрлĕ хыпара, сăн ӱкерчĕксене те пĕр шухăшламасăрах социаллă сетьсене вырнаçтараççĕ. Кунта вара вĕсемпе ултавçăсем те усă курма пултараççĕ. Интернет уçлăхĕнче хăвăр пирки пурне те пĕлтерме кирлех –ши? Ҫак ыйтупа шкул ачисем валли ятарлă уроксем ирттерме йышăннă.

Газета

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Все новости

Яндекс.Метрика