Апачĕ тутлă пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 12.02.2021, 10:27 Просмотров: 392

Районти шкулсенче апатланăва мĕнле йĕркелеççĕ-ха? Шăпах çакăн пирки район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕпе Ирина Рубцовăпа сăмах пуçартăмăр.

 - Ирина Петровна, шкулсенчи пĕрлехи меню мĕн вăл тата мĕнле вăл?

- Пирĕн республикăра шкулта вĕренекенсене çирĕплетнĕ пĕрлехи менюпа апатлантарма йышăннă. Çавна май эпир çакна вырăна хуратпăр та. Ăна санитари законодательствине пăхăнса йĕркеленĕ. Меню 12 кунлăх. Шкул ачисен апатлану рационне какайран хатĕрленĕ апат-çимĕç кĕртеççĕ. Çакă лайăх та.

Районти 8 шкул аутсортингпа ачасене вĕри апатпа тивĕçтерессине Патăрьелĕнчи обществăлла апатлану предприятийĕпе килĕшỹ тунă.

11 шкула 12 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ столовăй оборудованийĕпе тивĕçтернине те палăртса хăварас килет.

- Пуçламăш классенче вĕренекенсем пĕлтĕртенпе тỹлевсĕр апатланаççĕ. Вĕсене апатлантарма района мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрса панă?

 - Çапла. РФ Президенчĕн иртнĕ çулхи Çырăвĕнче каланипе килĕшỹллĕн пĕлтĕрхи сентябрьтен 1-4 классенче вĕренекенсем шкулта кунне пĕр хутчен тỹлевсĕр апатланаççĕ. Вĕсен апат хакĕ кăçалхи январьтен 55 тенкĕ ытларах.

Сентябрь-декабрь уйăхĕсенче районти шкул ачисене вĕри апатпа тỹлевсĕр апатлантарма 7 миллион та 600 пин тăкакланă.

- Ыттисен апатлану хакĕ мĕнле?

- 5-11 классенче вĕренекенсен апатланăвĕшĕн ашшĕ-амăшĕ тỹлет. 2020 çулта апатланăвăн вăтам хакĕ пирĕн районта 47 тенкĕпе танлашнă пулсан, кăçал унăн хакне кăштах ỹстересшĕн.

- Шкулсенче вĕри апатланăва мĕнле йĕркеленине тĕрĕслесе тăракансем пур-и?

- Пур. Бракераж комиссийĕ, вĕренекенсен апатланăвне тĕрĕслекен комисси. Кунсăр пуçне вĕренỹ пайĕн комиссийĕ те вырăна тухса менюпа килĕшсе тăнине сăнасах тăрать. Ку ыйтăва вĕрентỹ министерстви те, прокуратура та, ытти надзор органĕ те çирĕп контрольте тытаççĕ.

- Апла шкулсенче ачасен сĕтелĕ çинче паха апат-çимĕç кăна пулмалла.

 Тавах калаçушăн.

А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика