Вĕрентỹ министрĕнчен - Тав çырăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.02.2021, 10:30 Просмотров: 387

Аслă Чементи вăтам шкул ертỹçи Н. Адидатова 10 класра вĕренекен Е. Ежовăна Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, вĕрентỹ министрĕ А. Салаева алă пуснă Тав çырăвне парса чыс турĕ. Ăна Катя вĕренỹре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн тата пурнăçра хастар пулнăшăн тивĕçнĕ.

Мĕн пĕчĕкрен пур предметпа та "5" паллăпа çеç вĕренет Катя. Кашни урока тĕплĕ хатĕрленет, хушма материал нумай вулать. Акăлчан, вырăс чĕлхи, обществознани тата физкультура предмечĕсене килĕштерет. Олимпиадăсенче çулсерен 5-6 предметпа малти вырăнсене йышăнать. Пĕлтĕр тăван ен культурипе республикăра лайăх кăтарту турĕ, физкультурăпа призерсен йышне кĕме пултарчĕ. Пултаруллă хĕрачан тĕрлĕ шайри конкурсра мала тухнă дипломĕсемпе грамотисем те нумай. Сăвă вулама ăста вăл. Чăвашла е вырăсла кашни конкурсрах малтисен ретĕнче. Пĕлтĕрхи вĕренỹ çулĕнче акăлчан чĕлхипе районта çеç мар, республикăра та мала тухма пултарчĕ. Хăйĕн те сăвă çырас ăсталăхĕ палăрать. Спорт пысăк вырăн йышăнать унăн пурнăçĕнче. Çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупса районта малти вырăнсене йышăнать. Баскетболла выляссипе шкулăн пĕрлештернĕ командинче вăл, районта юлашки 4 çулта малти вырăна йышăнаççĕ чеменсем.

 Катя "Юнармия" пĕрлешỹре тăрать, унăн ĕçĕсене хастар хутшăнать. Хĕр 8 класрах Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулчĕ.

Класс ертỹçи пулнă май, унăн ĕçченлĕхĕнчен, сăпайлăхĕнчен, пур ĕçе те вăхăтра тума пултарнинчен, пурне те пулăшма май тупнинчен тĕлĕнетĕп. Тỹрĕ кăмăллă, анлă тавра курăмлă, типтерлĕ хĕр ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

 Шкул хыççăн Катя куçаруçă пулма ĕмĕтленет. Халĕ республикăра иртекен предмет олимпиадисене хутшăнма тăрăшсах хатĕрленет. Нумаях пулмасть вырăс чĕлхипе лайăх кăтартупа таврăнчĕ тĕп хуламăртан. Маттур вĕренекене пысăк çитĕнỹсем, ăнăçу сунас килет.

Н. КОШЕЛЕВА. Аслă Чемен ялĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика