Килĕрех, курăрах - курмалли кунта пурах

Категория: Публикации Опубликовано: 12.02.2021 10:33 Просмотров: 340

 Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕн çĕнĕ çуртне уçнă май кунта Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн М. Шакировăн куравĕ ĕçлеме пуçларĕ. Мидхат Алимзянович паллă ỹнерçĕ, архитектор, скульптор, Раççейри геральдика обществин член корреспонденчĕ, Тутарстан Республикин художниксен канашĕн членĕ те.

Выставкăри ĕçсем пĕринчен тепри паха, илĕртỹллĕ. Тĕрлĕ жанрпа ỹкернĕ вĕсене. Пурне те пир çине тунă. Рама ăшне вырнаçтарнă. Вĕсенче тăван тавралăха юратни куç кĕретех. Пĕр сăнарах икĕ е виçĕ ỹкерчĕкре уçса пани кăмăллă. Курав пахалăхĕ пирки сĕнỹсен кĕнекинчен те вуласа пĕлме пулать. Акă мĕн çырать Чăваш Республикинчи Художниксен союзĕн председателĕ В. Нагорнов: "Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм Мидхат Алимзянович пултарулăхĕнчен. Ĕçсем тĕрлĕ жанрлă. Пейзажсем çулталăкăн кирек хăш вăхăтне те, тăван тавралăха сăнарлаççĕ".

 Елчĕк районĕнчен те килсе курнă выставкăна. Районти шкулсенче вĕренекенсем те çул тупнă. Аслăрах çулхисем те М. Шакировăн ĕçĕсемпе паллашни кăмăллă.

Ỹнерçĕн ỹкерчĕкĕсемпе Мускав, Шупашкар, Хусан, ытти хуласенче те пĕрре мар курав йĕркеленĕ.

 Мидхат Алимзянович 12 герб ăсталанă. Шăнкăртама, Хирти Пикшике, Ыхра Çырмине, Кзыл Чишмана, Патăрьелне кĕнĕ çĕре вырнаçтарнă стеллăсем те унăн ĕçĕсемех.

Вăл ăста педагог та. 1995 çултанпа Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче пулас ỹнерçĕсене вĕрентет. 10 çултан пуçласа çỹреме пикенеççĕ ун патне. 5 çул вĕренеççĕ. 20 ытла ача. Вĕсен пултарулăхĕ пурри савăнтарать педагога. Л. Крганова, акă, республикăри "Пултаруллă ачасем" конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. В. Кузьмина "Хĕвел унки" конкурсра графика ĕçĕпе мала тухрĕ. Вĕренекенсен 50 проценчĕ малашлăх пурнăç çулне çак енĕпе суйласа илни те хавхалантарать.

М. Шакиров ку тарана çитиччен 50 ытла специалист хатĕрленĕ. И. Басыров Хусанти архитектурăпа строительство институтĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. А. Поляков Мускаври Дарвинсен музейĕн ĕçченĕ. В. Вол- кова И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн хулари пĕр шкулта ĕçлет.

Мидхат Алимзянович хăйĕн ĕçĕсене "Родная земля" кĕнекене пухса кăларнă.

Малашлăх ĕмĕчĕсем те пысăк ỹнерçĕн. Ача садне çỹрекеннисемпе те ỹкерме юратакансен ушкăнне йĕркелесшĕн. Хăй патĕнче вĕренсе тухнисен стендне тăвасшăн.

Фания Сафиевна мăшăрĕпе вĕсем ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратнă. Халĕ мăнукĕсемпе киленсе пурăнаççĕ.

 Кил хуçалăхра та ĕçлеме ỹркенмест Мидхат Алимзянович. 40 тĕп ытла тĕрлĕ йывăç-тĕм ỹстерет. Çавна май ỹкерчĕкĕсене тăван тавралăхран ытларах илет те ĕнтĕ.

Музейсенче, выставкăсенче пултаруллă ỹнерçĕн çĕр ытла ĕçĕ. Вĕсенчен пĕр пайĕ - Патăрьелĕнчи искусство шкулĕнчи куравра.

Выставка февраль уйăхĕн вĕçĕччен ĕçлет. Килсе курма пултаратăр.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Газета

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Все новости

Яндекс.Метрика