КĔРТ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.02.2021, 09:55 Просмотров: 351

Уроксем вĕçленчĕç. Шăнкăрав ачасене савăнăçлăн шарт! сиктерчĕ. Килелле!.. Ачасем, тăруках сиксе тăрса сĕрлеме пуçларĕç, кĕнеке-тетрачĕсене сумккисене персе чикрĕç те ушкăн-ушкăнпа шавлăн урамалла вирхĕнчĕç. Уроксем вăхăтĕнче шăпăрт ларса ывăннăскерсем татăлнă пĕве пекех урамалла ыткăнчĕç.

Пĕр класра вĕренекен Мишшёпа Ваня та, кӱршĕллĕ пурăнаканскерсем, килелле васкарĕç. Икĕ тус мĕн киле çитичченех, васкарĕç пулин те, чĕнмесĕр çума-çумăн утрĕç. Вăта каса çитнĕ-çитмен иккĕшĕ те тÿрех кĕрт ăшне чăмрĕç. Тепĕр çирĕм минутран вĕсем кас вĕçĕнче кĕрт ăшĕнчен сиксе тухрĕç те тăршшĕпех кĕрт çийĕн çуна йĕрĕпе утса тухса Курчи Вани кил хапхи умĕнчи кĕрт çинчен ансăр сукмакпа анчĕç, вара лăпланнă кăмăлпа пĕр пилĕк минут калаçса тăчĕç.

Акă Мишша утнă çĕрте утса, чупнă çĕрте чупса васкасах хăйсен еннелле кайрĕ, Ваня та килнелле вĕçтерчĕ. Дон Кихотпа Санчо Панса тейĕн хайхискерсене. Лашапа ашакĕ кăна çывăхра курăнмаççĕ. Мĕн çинчен вăрттăн калаçрĕ-ха икĕ тус?

Вăрăмах мар Вăтакас йĕри-тавра – тарăн çыр-

масем, касси те ял хĕрринче вырнаçнă. Хĕлле чĕр вилĕм ку касра пурăнасси: юрлă, аскăн çавраçилсем урам тăршшĕпех çÿллĕ кĕртсем хÿсе лартаççĕ; çатан картасем çут çанталăк вăйĕшĕн пач та чăрмав мар, – кил картишĕсем те кĕрт ăшне путаççĕ. Кукша Ваççа кÿршисем, Минке аппа çемйи, кĕрт тăрăх хапха урлă çÿресе тÿрех киле кĕмелли алăк патне çитеççĕ. Кĕрт, ним уяса тăмасăр, урам сарлакăшĕпех виçĕ-тăватă метр çÿллĕш лап выртать. Кас халёхĕ, çуналлă лашасем нăтăрт-нăтарт тăвакан кĕрт çийĕн çул хыватчĕç. Çапла çултан -çул, çултан-çул …

 Мишша – касри арçын ачасен командирĕ. Пĕтĕм шăпăрланăн кулленхи пурнăçĕ ун йĕри-тавра çаврăнать. Вăл мĕн хушать е мĕнле тĕллев лартать – пурин те тумалла. Ку касри ачасен ашшĕсем, нумайăшĕ, хаяр вăрçă çапăçăвĕсене хутшăннă. Ачисем те ĕнтĕ ашшĕсем пек паттăр пуласшăн халь. Кашни çул кас ачисем урамри кĕрт ăшĕнче вăрăм траншейăсем чаваççĕ. «Штаб» вара Мишша килĕ умĕнчи кĕрт ăшĕнче вырнаçнăччĕ. Унта вунă ача ытла шăнăçса тĕрлĕ ĕç сÿтсе явма пултараççĕ. Лараççĕ акă вĕсем кĕрт ăшĕнче, хăйсен айне хулăм сий улăм сарнă; пĕр стена ăшне шăтăк чавса краççын лампи çутнă.

Вĕсем те вара ашшĕсем пек паттăр пуласшăн, вăрçă ĕçне вĕренеççĕ, имĕш. Хăмаран тунă йывăç пăшалсемпе кĕрт айĕнче траншея тăрăх çÿреççĕ, кĕрт çийĕн вара ку касра пурăнакан аслă çулхи çынсем уткалаççĕ, ачасем, вĕсене «тăшмансем» вырăнне хурса, партизансем пек кĕрт ăшне пытаннă.

Николай Семенович кил картишĕнче хĕллех нимелле пусă чавнă иккен. Пус хăвăлне кил хуçи вăрмана кайса илме ир-ирех çуна кăкарнă гусеницăллă тракторпа тухса кайнă. Çак хыпара Мишшана Николай Семенович ывăлĕ шкулта пĕлтерчĕ. Ашшĕ ачасене кĕрт ăшĕнче паян çÿреме юраман пирки асăрхаттарса хăварнă иккен. Кĕрт ăшĕнчи окопсем урамăн хăш енче вырнаçнине ыйтса пĕлме çеç ÿркенмен асли.

Çак хыпара илтсен Мишша шкултан килне васкаса таврăнчĕ. Вĕсенчен кĕçĕнреххисем, аслисем çук чухне, штабра ашкăнма юратаççĕ. Вĕсемшĕн пăшăрханчĕ. Ашшĕпе амăшĕ, бригадир хушнипе, пĕри – лаша витинче, тепри йĕтем çинче паян, аппăшĕсем киле килеймен-ха. Мĕн тăвас? Мишша хăвăрттăн апат çикелерĕ те «штаба» кайма пуçтарăнчĕ.

Урамра Ваня ăна кĕтсе тăрать. Чăмрĕç вара кĕрт ăшне. Ак сана, «штабра» шĕвĕрккесем пуçтарăнса ларма та ĕлкĕрнĕ иккен. Вĕсене хăваласа янă хыççăн хăйсене кăна кăсăклантаракан калаçăва пуçларĕç те тĕнче çинчен пач манчĕç. Вăхăт чуппи вара вăл – кашнин хăйĕн. Аслисемшĕн яланах вăхăт сахал, ачасен вăхăчĕ вара туллиех. Хакĕ те кашнийĕн урăх.

Кĕрт тăрт-тăрт-тăрт! чĕтрене пуçларĕ. Васкамасăр. Малтан çак юр чĕтревне никам та асăрхамарĕ. Штаб çывăхĕнчи окоп ерипен ишĕле пуçласан çеç Мишша, хăрушлăха туйса илсе, пурне те чĕтрев тепĕр енне окоп тăрăх пĕшкĕнсе утса хăвăрттăн çутта тухма каларĕ. Хăй вара командир вĕт. Юлашкинчен тухмалла. Пурте хыпаланнă чухне хĕсĕк çĕрте ялан инкек кĕтет. Минке аппасен енчен окоп ишĕлсе пырать, трактор сасси те штабра уçăмлах кĕрлеме пуçларĕ, Николай Семеновичсен енне вирхĕннĕ ачасем тухса пĕтеймеççĕ. Мишша – штабрах. Окоп тăрăх кайма çук – юлташĕсем, васканипе, пĕр хушăкра хĕсĕнсе ларчĕç те вăраххăн кăна тухса пыраççĕ. Çитменнине тата, юр чĕтренине пула, краççын лампи урайне ÿкрĕ, юрать-ха, улăмĕ хыпса илмерĕ, çÿлăмĕ сÿнсе ĕлкĕрчĕ. Штабра пач тĕттĕм.

– Пĕтрĕм, кунтан тухаймастăп, – тесе кăна шутласа илме ĕлкĕрчĕ командир, çав вăхăтра штаб маччин пĕр кĕтесси ишĕлчĕ те ДТ трактор сасси уçăмлăн илтĕнсе кайрĕ! Мишша штабран окоп ăшне чăмрĕ. Трактор васкамасăр юр ăшне путнине кура тракторист хурçă утне мĕкĕрттере пуçларĕ. Трактор, йывăррăн мĕкĕрсе, лаштăрт! «штаб» вырăнне пĕтĕм кÿлепипе анса ларчĕ.

Мишша, вăрăм окоп тăршшĕпе чĕркуçленсе аллипе урипе йытăлла упаленсе, ыттисемпе пĕрле çутта сирпĕнсе тухсан пурте тÿрех кĕрт çине пăхрĕç. Трактор курăнмасть, штаб çийĕн унăн çуни кăна ÿппĕн выртать. Айккинерех пусă хăвăлĕ тумалли мăнă йывăç вулли курăнать. Трактор путнă вырăнта Николай Семеновичпа пĕлĕшĕсем аптраса тăраççĕ. Тем вăхăтра çуна çинчен сиксе анса ĕлкĕрнĕ пулĕ çав. Акă, ахлаткаласа, юр шăтăкĕнчен аранах Петя тракторист çиеле тухрĕ.

Ачасен сассине илтсе пĕр арçынни вĕсен енне пăхрĕ те хаяррăн усал сăмахсем каласа, вĕсене тытас тесе пулĕ ĕнтĕ, хăвалама пуçларĕ. Пурте чăл-пар! саланса ĕлкĕрчĕç. Çăмăл ураллăскерсене тарăн юр çинче тытас тесе хăтланнин усси çук, никама та ярса илеймерĕ. Ачасем вара килĕсене çитсе кăмака хыçне е сарай тăррине хăпарса пытанма та ĕлкĕрчĕç.

Хайхи трактора виçĕ кун  тертленсе кăларчĕç. Малтанах арçынсем мăнă йывăç вуллине Николай Семеновичсем патне, меслетлесе илсе пырса, хапха çийĕн картиш юрĕ çине тĕксе хăварчĕç, унтан урăх трактор илсе килчĕç те çунине çаклатса илсе кайрĕç. Кĕрт ăшне путнă трактора кăларасси тертлĕ ĕç пулчĕ колхоз бригадишĕн. Юра чава-чава тем вăрăмăш çула сĕвеклетрĕç те гусеницăллă трактора аран-аран юр шăтăкĕнчен хускатса кăларчĕç.

Касри арçын ачасен купарчисем, ашшĕн чĕн пиçĕххийĕсемпе паллашнă хыççăн, чылай вăхăт хушши пĕçерсе çÿрерĕç пулĕ. Командира, паллах, яланах ыттисенчен ытларах лекет. Кукша Ваççи, килти кĕçĕн ачине юратать пулсан та, шеллеме хăнăхман.

Юрий Исаев.

 Нăрваш Шăхаль ялĕ

Яндекс.Метрика