Аталану çулĕпе - çирĕп утăмпа

Категория: Публикации Опубликовано: 17.02.2021 10:02 Просмотров: 207

Иртнĕ эрнере, февралĕн 10-мĕшĕнче, Патăрьелĕнчи акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн паркĕ тата икĕ "МТЗ-1221" маркăллă тракторпа пуянланчĕ. Кăшт кăна маларах тата виççĕ туяннăччĕ. Хуçалăхра пикенсех парка çĕнетессипе тимлеççĕ.

 Витере - выльăх, паркра техника тăрсан çеç хуçалăх аталанать

- 2008, 2010, 2013 çулта туяннă тракторсене çĕннисемпе улăштарса пыратпăр. Паян туяннă ял хуçалăх техникине 40 процент таран субсидиленĕ чухне кивелнисемпех ĕçлени преступленипе танах тесе калас килет. Патшалăх енчен çакăн пек пулăшу кỹнишĕн чăннипех те савăнатпăр, республика, район ертỹçисене тав сăмахĕ калатпăр. Ĕçлекенсене условисемпе тивĕçтерессишĕн тăрăшмалла. Акă, çĕнĕ "хурçă утран" пĕрне чылай çул пĕрлешỹре механизаторта вăй хуракан Юрий Арланова, теприне вара нумай пулмасть çеç салтакран килнĕ Алексей Стеклова патăмăр, - тет Петр Ялуков ертỹçĕ. Петр Валерьевич сăмахĕ çумне 100 ытла лаша вăйĕллĕ тракторсене турттарса килнĕ "Чувашагрокомплект" пĕрлешĕвĕн представителĕ те хутшăнчĕ:

- "Батыревский" пĕрлешỹпе 10 çул та ĕçлетпĕр, çак тапхăрта 50 единица техникăран кая мар вĕсем пирĕн урлă туяннă. Парка çĕнетсе пырассипе аван тăрăшаççĕ, - терĕ вăл.

Чăн сăмахăн суйи çук, теççĕ. Патăрьелсенчен чылай хуçалăх тĕслĕх илме пултарать. Техникăн патшалăх тĕрĕслевне çулленех хутшăннă май "Батыревский" пĕрлешỹре те темиçе хут та пулнă. Кашнинчех тракторсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрсене шăкăрин кăларса лартаççĕ. Хаçат вулакансем хушшинче сăн ỹкерчĕке Интернет уçлăхĕнчен илнĕ пуль тесе ыйтакансем те пулнăччĕ.

Патшалăх пулăшни питĕ лайăх, анчах хуçалăхăн хăйĕн те никĕсĕ çирĕп кирлĕ. "Батыревский" пĕрлешỹ районта ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсенчен пĕри.

- 2020 çул пандемие пула çăмăл пулмарĕ, анчах пирĕн хуçалăхшăн вăл ăнăçлисен шутĕнче. Кăтартусемпе савăнмалăх пур. Пĕлтĕр пĕр ĕнерен вăтамран 7200 килограмм сĕт сунă. 17 çул хуçалăха ертсе пыратăп, маларахри çулсенче епле те пулсан 5000 килограма çитерессишĕн ăнтăлаттăмăр. Вăл вăхăтсем иртсе кайрĕç. Халĕ çак йышпах 8000 килограмран кая мар сума тĕллев лартнă. Январьте кăна 7 млн тенкĕлĕх сĕт сутнă. Комсомольски районне ăсататпăр. Сăмах май, хуçалăхра ĕне-выльăх шучĕ 900 пуçа яхăн, унтан сăвăнаканни - 400, - терĕ сăмахне малалла тăсса П. Ялуков.

Уй хуралать, чун çĕкленет

2020 çулта ял хуçалăх продукцийĕсен хакĕ та начар мар пулчĕ. Патăрьелсем çĕр улмин пĕр килограмне 8 тенкĕпе ăсатнă. "Иккĕмĕш çăкăра" Мускавран тата Узбекистантанах килсе илнĕ. Тырра ытти çул 5-7 тенкĕпе çеç туяннă пулсан хальхинче виççĕмĕш класли те 15 тенкĕ ытларах пулнă. Ĕçленине кура тавар хака кайни пурне те савăнтарать. Çавăн пекех пысăк пахалăхлă вăрлăх туяннăшăн субсиди пани те пысăк пулăшу. Пĕрлешỹре çулленех пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен, çĕр улмин вăрлăхне çĕнетсе пыраççĕ, кăçал та урпан элита вăрлăхне илсе килнĕ, черетре - "иккĕмĕш çăкăр".

 "Батыревский" пĕрлешỹре кашни отрасле тимлĕх уйăраççĕ. Унсăрăн, паллах, май та çук. Кивĕ, юсавсăр техникăпа хирте ĕçлейместĕн, тыр-пул пулмасан выльăх-чĕрлĕх тытаймастăн, витесем пушă тăрсан тăпра пулăхлăхне лайăхлатаймастăн, укçи-тенки те кĕмест тата ытти те. Çавăнпах ĕнтĕ кăçал техника паркне тата пуянлатма палăртнă. Нумай пулмасть çеç тислĕке сапаласа тăкса пыракан ПРТ маркăллă кăкармалли агрегат туяннă. Унччен сенаж хатĕрленĕ чухне ешĕл апата хиртен 11 техникăпа туртарнă пулсан халь ПИМ-40 маркăллă икĕ прицеппа çеç усă кураççĕ. Выльăх çими кĕске вăхăтра тата пахалăхлă хурăнать.

Ыранхи кун шанчăклăхĕ кадрсенчен килет

- Çитĕнỹсем пĕр çын çеç тăрăшнипе пулмаççĕ. Пĕрлешỹре тĕп специалистсем пурте пур тата вĕсем хăйсене шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа тăваççĕ. Çамрăксене те явăçтарма тăрăшатпăр. Чăваш патшалăх аграри университечĕпе, Патăрьелĕнчи агротехникумпа тачă çыхăну тытатпăр. Нумай пулмасть аграри университетĕнче ветеринара вĕренекен Ясмина Первозванная килчĕ. Халь вăл ĕçлет те, пĕлỹ те пухать. Трактористсем хушшинче хамăр патăрта практикăра пулнă ĕнерхи студентсем те пур. Çавăн пекех аграри университетĕнче вĕренекен районти тăватă ачана хуçалăх стипенди тỹлесе тăрать, вĕсем тăван тăрăха каялла таврăнсан питĕ лайăх пулĕччĕ. Яш-кĕрĕме ялта тĕпленсе пурăнма "Ял ипотеки" программа та нумай пулăшать, çавăнпа та малашлăха тĕллевлĕ пăхма пулать, - терĕ Петр Ялуков.

Çынсене ĕç вырăнĕнче вăйпа тытса тăма çук, ĕлĕкхи самана мар. Рынок экономикинче пурне тенĕ пекех тỹлев интереслентерет. Хуçалăхра вăй хуракансен вăтам шалăвĕ иртнĕ çул 27 пин тенкĕпе танлашнă, çакă 2019 çултинчен виçĕ пин тенкĕ нумайрах. Пĕрлех хуçалăхра тăрăшакансен сывлăхне çирĕплетме, пушă вăхăта усăллă ирттерме спортзал та уçнă. Унччен столовăй пулнă çуртра халь хул-çурăма çирĕплетмелли хатĕрсем, теннис, бильярд сĕтелĕсене вырнаçтарнă. Каçсерен час-часах кунта çутă. Çамрăксем те, аслисем те хаваспах килеççĕ. Хуçалăхра иртнĕ çулсенче хĕлле футболла выляссине йĕркелетчĕç, кăçалтан теннисла ăмăртассипе турнир иртет.

 Тĕллевсем пысăк, анчах тытман упан тирне сỹме хушман та çавăнпа та плансене пурнăçламасăрах калас килмест. Пирĕн пĕчĕк лаптăкрах пысăк тухăç, сахал ĕне-выльăхран нумайрах продукци туса илме вĕренмеллех. Самана паян шăпах çакна ыйтать, - тесе вĕçлерĕ калаçăва ертỹçĕ.

О. ПАВЛОВА

Газета

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Все новости

Яндекс.Метрика