Сентябрь уйăхне куçарнă

Категория: Публикации Опубликовано: 17.02.2021 10:11 Просмотров: 203

Раççей Федерацийĕн Правительстви Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерессине çĕнĕ тапхăра - 2021 çулхи сентябрь уйăхне - куçарма йышăннă. Ку вăхăт тĕлне çĕршывра эпидемиологи тĕлĕшĕнчен лару-тăру лайăхланасса шанаççĕ.

Аса илтеретпĕр, Раççей Правительстви çырава 2021 çулта ирттересси пирки пĕлтĕр çулла, ковид чирĕ анлă сарăлнă вăхăтра йышăннăччĕ. Ун чухне вирус пирки питĕ сахал пĕлетчĕç, ăна тĕпчеме кăна пуçланăччĕ. Лару-тăру тепĕр çул улшăнасса шаннăччĕ. Хальхи вăхăтра COVID-19 вирус сарăласси чакса пырать, вакцинаци программи пуçланнă. Çавсене шута илсе сентябрь уйăхĕ çырав ирттермелли чи меллĕ те хăрушсăр тапхăр тесе палăртнă.

Пĕрремĕшĕнчен, çакă ООН 2020 çулта çырав ирттермелли тапхăра палăртнипе килĕшсе тăрать. Сентябрьте туни вăхăтран вăхăта ирттерес йĕркене пăсмасть, тĕрĕс кăтартусем пухма май парать. Вĕсене наци тата тĕнче шайĕнче тĕпчеме пулать. Иккĕмĕшĕнчен, сентябрь уйăхне çынсем отпусксенчен таврăнаççĕ, çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланать... Студентсенчен нумайăшĕ çыруçă пулса ĕçлет. Сентябрьте пуçланакан çырав вара вĕсен вĕренĕвне чăрмантармасть, практика шутне кĕрет. Тата тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант та пур. Сентябрьте çĕршывăн ытларах территорийĕнче аван çанталăк тăрать: çыруçăсем шăнса чирлес хăрушлăх çук.

Чир-чĕр сарăлнине пула çырав тапхăрне куçарасси пирки маларах Америка, Аргентина, Бразили, Эквадор, Киргизи тата ытти хăш-пĕр çĕршыв та пĕлтернĕ. Пандемие пула çырав тапхăрне кăна мар, чылай пысăк мероприятие - 2020 çулхи Олимпиадăна, Европăри футбол чемпионатне, Евровидение - ирттерессине урăх вăхăта куçарнă.

(Чăвашстат).

Газета

Архив материалов

Март 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Все новости

Яндекс.Метрика