Спорт – пĕрлештерекен хăватлă вăй

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021 08:11 Просмотров: 247

 Февраль уйăхĕ спорт мероприятийĕсемпе те пуян. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи кунĕнче çеç мар, маларахах та Патăрьелĕнчи «Паттăр» ФСКра халăх татăлмарĕ.

Кунта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕн, халăха вĕрентес çут ĕç отличникĕн Виталий Волковăн парнисене çĕнсе илессишĕн Патăрьел, Елчĕк, Тăвай, Вăрмар, Шупашкар районĕсен тата Тутарстанри Пăва районĕн командисем волейболла вылярĕç.  Хĕрÿ вăйăсенче Патăрьелсем мала тухма пултарчĕç.

Патăрьелĕнчи каçхи вăтам шкулта  нумай хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ (троеборье енĕпе) пулнă Руслан Макарова асăнса троеборье енĕпе 100 ытла спортсмен тупăшрĕ.

Çавăн пекех Çĕнĕ Ахпÿртре Хĕрлĕ Ҫăлтăр орден кавалерне Владимир Тукмаков воин-интернационалиста сума суса хоккей площадкинче икĕ команда тĕл пулчĕ.

Нăрваш Шăхальсем хăйсен ентешне, Афганистан вăрçине хутшăннă Сергей Ядуркин аслă мичмана асăнса пневматикăллă пăшалтан тĕл перессипе ăмăртрĕç.

Первомайскисем  çар   хир.=-

тăрăвĕсене лăплантарма хутшăннă Пÿртлĕри Валерий Албутова асра тытса вол

йейболла вылярĕç.

Тĕрлĕ çарта службăра пулнă салтак-ветерансем те хăйсен ырă йăлине малалла тăсса Патăрьелĕнчи ФСКна волейболла выляма пуçтарăнчĕç. Ултă команда мала тухассишĕн тупăшрĕ.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче те шартлама сивве пăхмасăрах районти пур ял тăрăхĕнче те тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕç. Акă, Патăрьелĕнчи ФСКра Хирти Пикшикре çуралса ÿснĕ, Паттăрлăх орденĕпе Суворов медалĕн кавалерне, Чечен Республикинче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Фирдус Камалетдинова асра тытса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулăн спорт залĕнче Сителте кун çути курнă Хĕрлĕ Ҫăлтăр орденпа «Паттăрлăхшăн» медаль хуçине, Афганистанра пуçне хунă Александр Журавлева асăнса волейбол ăмăртăвĕ, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи «Олимп» стадионта пурнăçран çамрăклах уйрăлнă Кĕçĕн Патăрьел çыннисене манăçа кăларас мар тесе  мини-футбол турнирĕ ирттерчĕç.

Кашни спорт мероприятийĕнчи çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе тата медальсемпе чысларĕç.

А. Иванов

Газета

Архив материалов

Апрель 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика