"Çĕнĕ хум" конкурс хастарсене кĕтет

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021 08:15 Просмотров: 275

ЧР КУЛЬТУРА министерстви, Чăваш наци конгресĕ, ЧР Наци библиотеки, И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ регионсен шайĕнчи "Çĕнĕ хум" литература конкурсĕ ирттереççĕ. Унта 7 - 11 классенче вĕренекенсем, колледжсемпе техникумсенче, аслă шкулсенче пĕлỹ пухакансем хутшăнма пултараççĕ. Ун пек пултаруллă çамрăк çыравçăсем пирĕн районта та пур. Вĕсем ирĕклĕ е сĕннĕ темăпа компьютерпа чăвашла пичетленĕ литература хайлавĕсене апрелĕн 1-мĕшĕччен çак адреспа ямалла: Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10-мĕш çурт, Чăваш наци конгресĕ. Конкурс пирки кăсăкланакансен ыйтса пĕлмелли телефон: 62-35-61. Е электрон почтăна ăсатмалла: Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript.. Адресĕ çине "Литература конкурсне" тесе паллă тумалла. Çакна та палăртса хăвармалла. Условипе килĕшỹллĕн проза хайлавĕсен калăпăшĕ 5-6 страницăран ытла пулмалла мар, сăвăсем - 3 страницăран кая мар. Авторăн хăйĕн тата пултарулăх ăмăртăвне хутшăнакан çыннăн ятне, телефон номерне те çырмалла.

Архив материалов

Апрель 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Яндекс.Метрика