Çамрăк курсант ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021 08:17 Просмотров: 250

ШĂНКĂРТАМРИ Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти кĕçĕн класран (4 класс хыççăн) "пиллĕк" паллăпа çеç вĕренсе тухнă Имиль Сейфетдинов иртнĕ çул хăйĕн тăрăшулăхĕпе Совет Союзĕн Геройĕ Б. К. Кузнецов ячĕпе хисепленсе тăракан Хусанти кадетсен шкулне вĕренме кĕнĕ. Пĕчĕк чухнех çар çынни пулма ĕмĕтленекен арçын ача паян ашшĕ-амăшĕнчен, тăванĕсенчен аякра пулин те унти хăнăхусене хавхаланса, тăрăшса алла илет, вĕренỹре çеç мар, общество пурнăçĕнче те хăйĕн хастарлăхне кăтартать. Çак кунсенче çеç 5 класс ачи хулари пултаруллă ачасен творчествине аталантаракан центр тутар чĕлхипе йĕркеленĕ "Эпир пултаратпăр" конкурсра çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Курсант вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех каратэ секцине çỹрет, саксафонпа выляма хăнăхать. Имиль ытти енĕпе те юлташĕсемшĕн ырă тĕслĕхлĕ.

Газета

Архив материалов

Апрель 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика