Саша, эсĕ пирĕн асăмăртах

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021, 08:19 Просмотров: 343

Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта çулсеренех Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн тата "Паттăрлăхшăн" медалĕн кавалерне, Афган вăрçинче пуçне хунă Александр Журавлева асăнса волейбол турнирĕ ирттереççĕ. Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕнче кăçал та ăна сума суса кунти спортзала чылайăн пуçтарăнчĕç.

 Александр Журавлев Сителте çуралса ỹснĕ, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта, Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнче пĕлỹ илнĕ. Ачаран спортпа туслă пулнă, футболла, волейболла выляма юратнă. Салтака кайма хатĕрленсе ДОСААФри авиаспорт клубне çỹренĕ. Çар службине вара хастар десантник Афганистанра ирттернĕ, Шел, разведка отделенийĕн командирĕ пĕр çапăçура вилмеллех аманать.

- Саша питĕ вăр-варччĕ. Вăл пур салтакшăн та тĕслĕхлĕ çар çынниччĕ. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ. Хăй хыççăн ыттисене ертсе кайма пултаратчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех унăн çак енсем вăйлă аталаннăччĕ - тет Афган вăрçинче пĕрле пулнă Пăлапуç Пашьелĕнчи Сергей Кузьмичев воин-интернационалист. Сăмах май каласан, Сергей Николаевич шăпах çак турнирăн тĕп йĕркелỹçи.

 Ăмăртăва хутшăнакансене Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Раççей Геройĕ Евгений Борисов, Пăлапуç Пашьел тата Первомайски ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Владимир Никитинпа Владимир Федоров, Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн директорĕ Сергей Матюшкин, Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов, "СОБР" спецназ командирĕ пулнă Юрий Григорьев полковник, Пăлапуç Пашьел тата Патăрьел чиркĕвĕсен настоятелĕсем Иоан Спринсянпа Александр Синяков, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Петр Ларевпа Юрий Степанов, Александр Журавлевăн амăшĕ Роза Николаевна, Сашăпа çарта пĕрле пулнă юлташĕсем тата ыттисем те ăнăçу сунчĕç.

 Турнира хутшăннă командăсенчен хĕрарăмсен ушкă- нĕнче пĕлтĕрхи пекех Первомайски ял тăрăхĕн спорт-сменĕсем мала тухрĕç. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен хĕрсем иккĕмĕш вырăнта. Арçынсенчен Пăлапуç Пашьел çамрăкĕсене çитекенни пулмарĕ. Первомайски тата Комсомольски районĕсенчи Шурут ял çамрăкĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Пьедестал картлашки çине тăнисене пурне те медальпе тата кубокпа чысларĕç.

 Асăну турнирне Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем хăйсен юрри-ташшипе пуянлатрĕç.

А. КОЗЛОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика