"Паянхи сасран" - "Авангарда" çити

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021 08:20 Просмотров: 253

Вĕçĕ

"Авангард" 1944 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Чăваш парти обкомĕ Чкаловски район центрне Чкаловскинчен Патăрьелне куçарма йышăннă. Ахаль ял шайне юлнă пулсан та кунта педучилище, ял хуçалăх техникумĕ вырнаçнă. Кунтах радиоузел, районсем хушшинчи çыхăну уйрăмĕ пулнă. Кунтанах колхозсемпе республикăн ытти районĕсене çỹреме меллĕрех шоссе çулсем хывнă. Комсомольскинчен Шăмăрша каякан аслă çул та Патăрьел витĕр иртнĕ. Районти учрежденисенчи служащисем валли те хваттерсем уйăрма майсем пысăкрах.

Çакăн хыççăн пĕчĕккĕн районти организацисемпе учрежденисем Патăрьелне таврăнма пикеннĕ. "Коммунизм байрагы" райхаçатра та чăвашла материалсем пысăк вырăн йышăннă. Çапах чăвашла та, тутарла та мар хаçат вулакансене текех тивĕçтермен ĕнтĕ. Ыйту çивĕчленсех çитнĕ май, 1952 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнче, район хаçачĕн редакторĕнче В. К.Тенюков ĕçленĕ чухне, икĕ тĕрлĕ хаçат кăларнă: "Коммунизм ялавĕ" ятпа таса чăвашла, "Коммунизм байрагы" ятпа - тутарла. Халĕ ĕнтĕ райхаçата икĕ халăх çыннисем те хăйсен тăван чĕлхипе тытса вулама, çырăнса илме пултарнă. Анчах власть органĕсене çакă та туллин тивĕçтермен - хаçат халăх хушшинче сарăлса пынă май ăна пĕр ят пани вырăнлă тесе шутланă. Тĕплĕн шутласа пăхнă хыççăн "Авангард" ят тупнă. Ку вара пурне те тивĕçтернĕ. Çапла вара 1953 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче икĕ хаçат та пĕр ятпа пичетленсе тухнă.

Çакăнтан чăвашла "Авангард" тĕп хаçат пулса тăнă, тутарла "Авангард" дубляж шайне куçнă. Анчах ку пĕтĕмпех чăвашла материалсене тутарла куçармалла тенине пĕлтермен. Май пур таран тутар авторĕсен статйисене, сăвви-калавне дубляж хаçатра пичетлесе пынă. Çак ырă йăла паян кунчченех тăсăлать.

1955 çул вĕçнелле Патăрьелĕнче Канаш урамĕнче "Авангард" хаçат редакцийĕпе унăн типографийĕ валли çĕнĕ çурт (хальхи вырăн) тупнă. Малалла коллектив пĕтĕмпех район центрне куçнă. Чкаловскинче юлашки номере декабрĕн 11-мĕшĕнче пичетленĕ.

1966 çулта типографине редакцинчен катса илсе уйрăм организаци туса хунă, директорĕ пулма маларах мастерта ĕçленĕ Владимир Ильич Чагирова (Чăваш Ишекĕ) çирĕплетнĕ. Унта вара хаçат кăна мар, учрежденисемпе организацисем валли тĕрлĕ бланк, ампар кĕнекисем пичетленĕ. 70-80 çулсенче вăл районсем (Патăрьел, Елчĕк тата Шăмăршă) хушшинчи тĕп типографи те пулчĕ.

 Çур ĕмĕр хаçат калăпланă çурт халĕ те вырăнĕнчех ларать. Унта Патăрьел ял тăрăхĕн администрацийĕ вырнаçнă. Редакци валли 1965 çулта çав вырăнтах, юнашарах, тата уйрăм çурт туса лартнă. "Авангард" вара унта куçать. Анчах 22 çын ĕçлекен йышлă коллектива çакă та туллин тивĕçтермен. Çавăнпа 1970 çулта Патăрьелĕнчи районти ача-пăча библиотекин икĕ хутлă çуртне пăсса редакци картишне куçарса килчĕç.

1996 çулта çакăнтах икĕ хутлă кирпĕч çурт туса лартрĕç. Кунта райхаçатсăр пуçне республикăра пурăнакан тутарсем валли "Вакыт" ("Вăхăт") хаçат кăларса тăмаллаччĕ. Редакцисене çỹлти хута вырнаçтарчĕç. Аялта - типографи. Ăна уçнă çĕре Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Н. Федоров та хутшăннăччĕ.

 Типографине вĕр-çĕнĕ оборудовани турттарса килсе вырнаçтарас, халиччен курман кăткăс техникăна ĕçлеттерсе хута ярас тĕлĕшпе типографи директорĕ Вазых Синетуллович Хуснетдинов (Хирти Пикшик), пĕрлех Николай Григорьевич Николаев (Патăрьел) наладчик пысăк вăй хунă. Шел те, Рыбинск хулинче кăларнă офсет меслечĕпе çапакан "ОМ-5" машина эксперимент шучĕпе тунă техника кăна пулнă. Формачĕ бланксем хатĕрлемеллискер: райхаçат çапма - пысăк, "Хыпар" валли - пĕчĕккĕ. Унсăр пуçне хутăн пĕр енне кăна çапать.

1997 çулхи октябрьте (эпĕ ун чухне тĕп редакторччĕ) пур-çук укçапа оргтехника туянса хаçата республикăн кăнтăр пайĕнчи редакцисенчен чылай малтан, компьютерпа калăплама (набор, верстка) тытăнтăмăр. Ăна пичетлеме Канаш типографине кайса çỹреме тиветчĕ. Хамăр патăрти çĕнĕ машинăн ĕçлесе каясси пулмарĕ. Каярахпа ăна Шупашкар типографине илсе кайрĕç. Ун вырăнне Канашран шутран кăларнă тепĕр офсет машини илсе килчĕç. Унăн та, кивелнĕскерĕн, усси нумай пулмарĕ. Вĕçĕмсĕр ванатчĕ.

2010 çулсенче редакцисем хăйсен хаçачĕсене вырăнта компьютерпа калăпласа пурте тенĕ пекех Шупашкарти ИПКра пичетлеме пикенчĕç. Çак вăхăт Патăрьелшĕн те çитрĕ.

Н. ЛАРИОНОВ

Газета

Архив материалов

Апрель 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика