Ỹсĕр водитель иккĕмĕш хут медицина тĕрĕслевне хирĕçленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021, 08:37 Просмотров: 330

РАЙОН прокуратури 30 çулхи ỹсĕр водитель пирки суд йышăннă патшалăх айăплавне ырланă. Ăна РФ УКăн 264 статйин 1 пайĕпе (ỹсĕр водитель алкоголь тĕрĕслевне тухма хирĕçленĕшĕн) айăпланă. Çула тухакан çамрăк арçынна çак статьяпа иккĕмĕш хут та йĕрке хуралçисен протокол çырма тивнĕ. Юлашкинчен те вăл хăй ỹсĕр пулнине пăхмасăрах медучреждение кайса анализ пама хирĕçленĕ. Уголовлă ĕçе пăхса тухнă хыççăн суд ăна 1,2 çуллăха çирĕп режимлă колоние яма йышăннă. Унсăр пуçне çакскер саккунпа килĕшỹллĕн виçĕ çул руль умне лараймĕ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика