Ултавçă япшар калаçать, ĕçне урăхла тăвать

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021 08:38 Просмотров: 251

ПАЯН телефон мошенникĕсем çынсене шар кăтартнă пирки хаçат-журналта нумай çыраççĕ, радио-телевиденипе те тăтăшах асăрхаттараççĕ. Унсăр пуçне районти йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем, участоксенчи уполномоченнăйсем январь-февраль уйăхĕсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенче йĕркеленĕ граждансен пухăвĕсенче те тухса калаçрĕç, ытти тĕл пулура та кун пирки сахал мар сăмах хускатаççĕ. Апла пулин те районта ултавçăсен серепине çакланса банк карттинчен укçа куçарса паракансем тупăнсах тăраççĕ. Хăшĕ-пĕри çĕршер пин тенкине палламан çынна "парнеленĕ" тĕслĕхсем те пур. Хăй пайтишĕн ĕçлекен мошенник епле япшар та ĕненмелле калаçсан та ăна шанса ан пăрахăр. Ун пек чухне ултавçăпа калаçăва çийĕнчех татни сире инкекрен çеç çăлĕ.

Газета

Архив материалов

Апрель 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика