"Професси тĕлĕшпе чи лайăххисем"

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021 08:39 Просмотров: 245

 Массăллă професси ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсене пропагандăлас, ялти пурнăç условине тата пахалăхне ỹстерес, ял хуçалăх производствипе социаллă пурнăçа аталанма тивĕçлĕ условисем туса парас тĕллевпе 2020 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе районта "Професси тĕлĕшпе чи лайăххи" ята 20 номинаципе пама йышăннă.

"Ỹсентăран отраслĕн чи лайăх ĕçченĕ" - Е. О.Сейфуллин, акционерсен "Батыревский" хупă обществин агрономĕ.

"Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн чи лайăх ĕçченĕ" - М.Р.Азизов, "Исток" çĕр ĕç фирмин тĕп зоотехникĕ. "Чи лайăх фермер" - М.А.Лаврентьева, хресчен фермер хуçалăх ертỹçи.

"Чи лайăх механизатор" - А.П.Киргизов, В.Л.Кузнецов хресчен фермер хуçалăхĕн механизаторĕ.

 "Тирпейлекен сферăри чи лайăх ĕçчен" - Л.Р. Алеева, Р.Ш.Санзяпов хресчен фермер хуçалăхĕн ĕçченĕ.

 "Чи лайăх ветеринари ĕçченĕ" - О.В. Сорокина, тулли мар яваплă "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалăн ертсе пыракан ветеринари врачĕ.

"Чи лайăх экономист-бухгалтер" - Л.В.Воробьева, "Исток" çĕр ĕç фирмин главнăй бухгалтерĕ. "Чи лайăх предприниматель" - П.Н.Ларев, индивидуаллă предприниматель.

"Чи лайăх обществăлла апатлану ĕçченĕ" - С.В.Спиридонова, Патăрьелĕнчи "Солнышко" ача сачĕн поварĕ.

"Чи лайăх суту-илỹ ĕçченĕ" - Г.М Шамсутдинова, "Халяль" лавкка директорĕ.

 "Чи лайăх строитель" - Л.М.Шакиров, "Булат" тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн инженер-сметчикĕ. "Çул-йĕр хуçалăхĕн чи лайăх ĕçченĕ" - О.М.Рубцов, И.В.Рубцова индивидуаллă предпринимателĕн водителĕ.

"Чи лайăх вĕрентỹ ĕçченĕ" - А.В.Михайлова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти пуçламăш классене вĕрентекен.

"Чи лайăх медицина ĕçченĕ" - А.В.Чернова, районти тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ.

"Чи лайăх культура ĕçченĕ" - А.В.Якушкина, "Централизациленĕ клуб системи" автономи учрежденийĕн массăллă представленисен режиссерĕ.

"Социаллă сферăн чи лайăх ĕçченĕ" - Н.П. Никитина, районти халăхăн социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ.

"Чи лайăх муниципаллă служащи" - Г.Н.Каллин, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ.

"Чи лайăх спортсмен" - Р.Р.Садаров, корэш уйрăмĕн спортсменĕ, Раççей чемпионачĕн икĕ хут кĕмĕл призерĕ, Раççей спорт мастерĕ, тĕрлĕ турнир çĕнтерỹçи.

"Чи лайăх староста" - Н.А.Узюкин, Шăхач ял старости.

"Чи лайăх участковăй" - И.

Н.Валеев, шалти ĕçсен пайĕн "Батыревский" уйрăмĕн аслă участковăй уполномоченнăйĕ. "Чи лайăх волонтер" - А.В.Кольцов, район больницин пĕтĕмĕшле практика врачĕ.

Газета

Архив материалов

Апрель 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика