Фирдус Камалетдиновăн паттăрлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021, 08:40 Просмотров: 326

 Чечня вăрçинче çапăçса çамрăклăхне татнă Паттăрлăх орденĕпе Суворов медалĕн кавалерĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă Хирти Пикшикри Фирдус Камалетдинов ячĕпе йĕркелекен республика шайĕнчи ăмăрту çулленех Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕнче иртет. Кăçал ăна Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче XXVI хут йĕркелерĕç. Çакна та палăртса хăварас килет. Çулсем иртсе пынăçемĕн вăрçă паттăрĕн ячĕпе иртекен турнир пĕлтерĕшĕпе сумĕ ỹссех пырать. Хальхинче те вăл питĕ çивĕч иртрĕ. "Йывăр тăпру çăмăл пултăр, Фирдус. Санăн ят-сумна аçу-аннỹпе, тăванусемпе пĕрлех юлташ-пĕлĕшỹ, спортсменсем, унпа пĕрлех районти влаç та çĕре ỹкме памаççĕ. Санăн паттăрлăху вилĕмсĕр..." - журналист тивĕçне пурнăçланă май çак сăмахсене салтак сăн ỹкерчĕкĕ умĕнче пĕрре мар пăшăлтатрăм.

Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ салтак

Асăну турнирне уçнă çĕре Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Раççей Геройĕ Евгений Борисов, "СОБР" спецназ командирĕ Юрий Григорьев отставкăри полковник, Патăрьелĕнчи Державная Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ храм настоятелĕ Александр Синяков, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ, Афганистанра салтак тивĕçне пурнăçланă Алексей Краснов, Фирдус Камалетдиновпа службăра пĕрле пулнă юлташĕсем Ильнар Шарафиевпа Рамиль Бикташев тата ыттисем те хутшăнчĕç.

- Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хисеплĕ ентешсен ячĕпе иртекен турнир сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Камалетдиновсен çемйи йĕркелекен ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ. Çамрăксене спортпа кăсăклантарас, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас ĕçре çемье пуçлăхĕн Абдулла абыйăн тỹпи те пысăк. Вăл Чăваш Республикин физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕ, нумай хутчен ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе районти Акатуй-Сабантуй паттăрĕ пулнă. Çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре 40 çул ытла вăй хунă Абдулла Минзарифович район, республика çитĕнĕвĕшĕн, кăтартăвĕшĕн нумай тăрăшнă. Çакăн пек хисеплĕ çемьере ỹссе çитĕннĕ Чечня вăрçинче ĕмĕрлĕх куçне хупнă пирĕн ентешĕмĕр Фирдус Абдуллович,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов спортсменсене ăнăçу сунса.

Çулсеренех мероприятие ăста ертсе пыракан спорт мастерĕн кандидачĕ И. Мануров Чечня вăрçин паттăрĕн Фирдус Камалетдиновăн кĕске кун-çулĕнчи çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнипе аякри çултан ăмăртăва килнĕ çамрăксем тимлĕн итлерĕç: -

Хирти Пикшикри вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă каччă 1991-1993 çулсенче Ульяновскинчи кооператив училищинче вĕреннĕ. Вăл спортсмен пулнă. Ача чухнех ирĕклĕ майпа кĕрешессипе туслашнăскер, Оренбургра йĕркеленĕ Раççейри ăмăртăва хутшăнса спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. 1994 çулта яштака та çỹллĕ йĕкĕте ырă ĕмĕт-шухăшпа тăванĕсем Тăван çĕршыва хỹтĕлеме ăсатнă. Фирдус çарти вĕрентỹ хыççăнах РФ шалти ĕçсен службин "ЛЕВ" ятарлă ушкăнĕнче салтак тивĕçне малалла пурнăçланă. Çак çулхинех июнь уйăхĕнче хăйне пур енлĕн лайăх кăтартнă каччă квалификаци тĕрĕслевне тухнă хыççăн крап беретне тăхăнса çỹреме ирĕк илнĕ. Спецназ ушкăнĕнчисемшĕн вăл пысăк чыс, мăнаçлăх шутланать.

1994 çулхи декабрьтен пуçласа 1995 çулхи июнь уйăхĕччен Чечня Республикинчи хирĕç тăрăва лăплантарас ĕçсене хутшăннă. Çар операцийĕсене тивĕçлипе пурнăçланăшăн Фирдус Камалетдинов Раççей Президенчĕн указĕпе Суворов медальне тивĕçнĕ. Çакнашкал указпах ентешĕмĕре Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

 Паян вăл çуралса ỹснĕ тăван ялти урама унăн ятне пани те пысăк сум. Фирдус тивĕçлĕ воспитани илнĕ шкулта Асăну хăми уçни çитĕнекен ăрушăн паттăрлăх символĕ шутланать. Патăрьелĕнче Чечня вăрçинче пуç хунă салтаксене чысласа лартнă палăк çинче те паттăрăн ячĕ ĕмĕр упранĕ.

Турнир помосчĕ туслăха та çирĕплетĕ

Ăмăртăва 16 команда хутшăнчĕ. Вăл шутра спортсменсем Мускавран, Ижевскран, Чулхуларан, Чĕмпĕрпе Чĕмпĕр облаçĕнчен, Шупашкарпа Шупашкар районĕнчен, Канашпа Канаш районĕнчен, кỹршĕри Шăмăршăран та килнĕ. Паллах, помост хуçисем - Патăрьелсем - ытларах. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен сакăр команда хăйсен кĕрешỹ маçтăрлăхне кăтартрĕ. Турнир положенийĕпе килĕшỹллĕн вăйăсене тĕрлĕ çĕртен пуçтарăннă ăста тỹресем хак пачĕç.

Ăмăрту 13 ушкăнпа - 22 - 72 килограмлă виçесемпе - иртрĕ. Чи кĕçĕннисенчен (22 килограмм) пъедесталăн виçĕ картлашки çине те Хирти Пикшиксем тăма тивĕçрĕç. Пĕрремĕш вырăнта Д.Степанов, иккĕмĕшĕнче И. Чебенов, виççĕмĕшĕнче Э. Хуснутдиновпа И. Субханкуллов. Ытти виçепе турнир çĕнтерỹçисем çаксем: А. Арсентьев (25 кг, Канаш), П. Тетерин (28кг, Ижевск), А. Григорьев (31 кг, Канаш районĕ), Р. Тазетдинов (35 кг, Патăрьел), Н. Павлов (38 кг, Шупашкар), А. Бабуров (41 кг, Канаш), А. Жуков (50 кг, Шупашкар), К. Имирасланов (60 кг, Ижевск), Е. Павлов (65 кг, Канаш), К. Батьков (68 кг, Канаш), Р. Вахитов (72 кг, Патăрьел).

Кĕрешекенсем хушшинче хĕрачасем те пулчĕç. Вĕсем 40 килограмлă виçепе помост çине тухрĕç. Çивĕч кĕрешỹре пĕрремĕш вырăна А. Иванова (Канаш районĕ), иккĕмĕшне А. Платонова (Патăрьел), виççĕмĕшне А.Огурцовапа (Патăрьел) Е. Мусорине (Нагаткино) çĕнсе илчĕç. Турнирта мала тухнисем тата призерсем диплома тата тĕрлĕ степеньлĕ медале, парнесене тивĕçрĕç.

А. ЕГОРОВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика