Кукамай шăплăхĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021, 09:18 Просмотров: 348

 Мĕн-ши унта çын ĕмĕрĕн чăтлăхĕнче? Иртсе кайнă çулсен хура терчĕ-ши е çак çут тĕнчен ăраскаллă шăпи-ши? Сăнанă пулĕ ĕнтĕ эсĕ, вулаканăм, ватă çынсем, ытларах чухне карчăксем, ним чĕнмесĕр шухăша путса шăппăн, никама чăрмантармасăр ларнине... Хам пĕчĕккĕ чухне кукамай ĕшенỹллĕн шăп ларнинчен пĕрмаях тĕлĕнеттĕм.

Аттепе анне хăйсем ĕçе кайнă чухне пире, пĕчĕк ачасене, килте пĕччен хăварас мар тесе, кукамайсем патне тăтăш леçсе яратхăваратчĕç. Кун пек шанчăклăрах пулнă. Хĕл кунĕсенче пысăках мар çуртра эпир, Галя йăмăкăмпа иксĕмĕр, кукаçипе кукамай калаçăвĕсене киленсех итлесе лараттăмăр. Кукаçи ахаль ларма юратмастчĕ, час-часах ăшă пỹртрен тухса картишĕнче тем ĕçлесе çỹретчĕ, е витерен тислĕк кăларатчĕ, е выльăхсене апат паратчĕ, е юр хыратчĕ. Ĕçченĕн алли ĕç ыйтсах тăнă ĕнтĕ.

Кукамай вара хăйĕн кĕнчелеççине илетчĕ те ăшă кăмака çумĕнчи сак çине ларса таптарнă сурăх çăмĕнчен çип арлама тытăнатчĕ. Сулахай аллипе ерипен, çăм тĕркине татмасăр, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пĕтĕрсе аялалла туртатчĕ. Тепĕр аллинче унăн йĕкеччĕ. Кĕнчелери пысăк тĕркерен туртăннă, çителĕклĕ тăсăлнă çăма пĕтĕрсе çип тăвас тесе йĕкине сылтăм алăри пỹрнисемпе пĕлтĕр-р-р! çавăрса яратчĕ. Икĕ алă тăвакан çак ĕç пĕр вăхăтра пулса иртнĕ май маншăн кукамай аллисем ĕрĕхекен машина механизмĕ пек туйăнатчĕç. Йĕки самаях йывăрланса çитсессĕн, тен, кăштах та пулин канса илесчĕ тесе, кукамай шăплăха путатчĕ... - Кукамай, мĕншĕн калаçма чарăнтăн?- тесе ыйтсан вăл мана: Юркка, ара шухăша путрăм тесе хуравлатчĕ.

 Эпĕ вара тĕлĕнеттĕмччĕ. Мĕнле-ха капла? Пирĕн кукамай шкула та çỹремен, вулама та аран-аран вулать, анчах "шухăша путрăм", тет. Вĕренмен çын та шухăшлама пултарать-ши? Манăн пĕчĕк пуçра çавăн пек çăлтăрланса хĕм сапакан шухăшсем çуралатчĕç ун чухне.

Темле майпа ăс тупса эпĕ шкула кайичченех вулама вĕреннĕччĕ. Кукамай пỹртре ларнă чухне манăн ăна шутсăр калаçтарас килетчĕ. Пĕррехинче темле майпа мана кукамай чăлантан пỹрте хултăрчă илсе кĕме хушрĕ. Кукаçин икĕ чăлан пурччĕ. Пĕринче апат-çимĕç, выльăхсем валли тĕш-тырă усратчĕç, тепринче - тĕрлĕ ăпăр-тапăрччĕ. Чỹрече пулман пирки чăлансенче яланах тĕттĕмччĕ. Эпĕ хăракаласах тĕттĕмре хултăрчă хыпашласа тупса тухрăм хайхи. Чăлантан тухнă чухне, алăка уçнă май çутă кĕчĕ те, çỹпçе çинче кĕнекесем выртнине куртăм. Икĕ-виçĕ кĕнекине пỹрте илсе кĕтĕм. Анне йăмăкĕсен шкул учебникĕсем иккен. Тата вĕсемпе пĕрлех вăтам классенче вĕренекенсен чăваш литературин хрестоматийĕ.

Сивĕ çанталăк тăрать. Ваттисем пире урама выляма ярасшăн мар.

- Сăмсуна тăм илсе каять! Сивĕ унта. Лар пỹртрех! - хăтăрать кукаçи.

Пысăках мар пỹртре ларма-тăма пĕлмен ачасене вăхăт ирттерме çăмăл мар. Ним тума аптăрамалла... Эпĕ кукамая хрестоматири тĕрлĕ текста сасăпа вуласа пама пуçларăм. Вăл Марфа Трубина хайлавĕсенчи геройсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашса пынă май тек-текех:

- Эй, тур-тур, хоспоти помилуй, ай-ай-ай, нивушлĕ çакăн пек пулать-ши пурнăçра?- тесе тĕлĕнсе пуçне сула-сулах çип арласа ларать. Галя йăмăк та çумрах тимлĕн итлет...

Телевизор пулман ун чухне, радио пурччĕ, анчах та çĕмĕрĕлнĕ пирки калаçмастчĕ. Çакăн пек кăмăллă ỹкерчĕке куç умне кăларма пултаратăр-и? Хĕллехи ăшă пỹртри шăплăхра пĕр шĕвĕркке васкамасăр кĕнеке вулать, ватă çынпа пĕчĕк хĕрача вара пит тимлĕн итлесе лараççĕ. Кукаçи пỹрте апатланма кĕчĕ, кукамай йĕкипе çип арлама чарăнса кĕнчелине айккине хучĕ те кăмака тĕпелне иртрĕ. Часах вăл купăста яшки антарса сĕтел çине чашăкне лартрĕ, çăкăр, какай касса хучĕ. Эпир пурте пĕрле алла йывăç кашăк тытса сĕтел хушшине вырнаçрăмăр. Кукаçи апат çиме пуçласса кĕтсе ларатпăр. Акă вăл тур кĕтессинелле пăхса сăх-сăхрĕ те пĕр кашăк яшка сыпрĕ. Эпир, ачасем, йывăç кашăксемпе тĕпĕртеттерме те пуçларăмăр. Ай, тутлă та кукамайăн кăмакара пиçнĕ купăста яшкийĕ! Чĕлхене çăтса ямалла! Ун пек тутлă яшка урăх никам та пĕçерме пĕлмест пуль. .

Шел, кукаçи вăрçă суранĕсене пула нумай пурăнаймарĕ. Кукамайăн шăплăх саманчĕсене эпĕ час-часах кура пуçларăм пушшех. Пĕррехинче вăл пирĕн пата, Çĕнĕ каса килнĕччĕ. Аннепе атте унпа пĕр çур сехет калаçса ларсан таçта ĕçпе тухса кайрĕç. Кукамай пирĕнпе çеç тăрса юлчĕ. Часах эпир, ачасем, унталла-кунталла чупкалама пуçларăмăр. Тепĕртакран пỹрте кĕрсе пăхатăп та: кукамай пукан çинче пĕшкĕнсе, аллине ура çине хурса, пуçне усса урайнелле пăхса ларать, хăй тарăн шухăша путнă... Ларать-ларать те пĕр-пĕр чĕвĕлти кайăк пек шăхăрса кĕвĕлесе илет.

-Кукамай, каллех тем çинчен шухăшласа ларатăн. Атя урама, унта лайăх,- тетĕп.

- Юркка, шухăшпа таçта та çитрĕм, тем те куртăм, такампа та сăмахларăм,- тет хайхи ватă çын.

Халĕ хам та ăнланатăп, шухăш таçта та илсе çитерет. Ытларах чухне иртсе кайнă пурнăç куç умне тухса тăрать пулĕ. Паллах, кукамай хăйĕн ашшĕпе амăшне те аса илсе тăнă пуль, вĕсемшĕн тунсăхланă та пуль. Вĕсен килĕнче тăхăр ача ỹснĕ. Ашшĕ, Михвет (Никифор), тăрăшуллă çын пулнă, хуçалăхне çирĕп тытса пынă, пач юхăнтарман. Пĕррехинче Михветсем патне Уçтине хĕрне килĕшме килес умĕн Натиçе (кукамая), шенкер куçлине, чипертереххине, илсе ан кайччăр тесе тĕп сакайне антарнă. Тепрехинче те, каллех Натиçе çураçма килсен, çỹçне тирпейсĕр сапаласа питне хăрăмпа вараласа янă, ун вырăнне тепĕр хĕрне парса янă. Ашшĕн ытти хĕрĕсене те качча памалла пулнă-çке-ха.

Тен, кукамай çав шăплăх саманчĕсенче час-часах хăйĕн пулас упăшкипе, Ваççапа, мĕнле паллашнине те аса илнĕ пуль... Кукамайăн амăшĕн аппăшĕ Кузьминсене качча кайнă пулнă. Вĕсем Вăтакасра, Ваççасенчен инçех те мар пурăннă. Натиç вара вĕсем патне хăнана çỹрекеленĕ. Çавăнта паллашнă та ĕнтĕ вăрçăран йывăр аманса килнĕ салтак (кукаçи) Пулевей хĕрĕпе (кукамайпа).

Вăрçă вăхăтĕнче мăшăрланнă çамрăксен пурнăçĕ çăмăлах пулман. Тĕрлĕ сăлтава пула виçĕ ача çуратса, виççĕшне те пĕчĕклех пытарнă. Анне çуралсан усала улталас тесе, ача пурăнтăр тесе, ăна ют ачана пăхнă пек пăхнă. Вĕсем пĕчĕк Светланăна килтен илсе тухса алăкран мар, ют ачана илсе кĕнĕ пек чỹречене уçса кантăкран кĕртнĕ. Каярах вĕсен тата тăватă ача çуралать. Кĕçĕнни - ывăл. Анне каласа панă тăрăх, хĕрĕсене вăл килтех çуратнă, ывăлне вара - Нăрваш Шăхальти медпунктра. Ывăл çуралсан кукамай: "Калăр-ха, алли-ури пур-и ачан?" - тесе ыйтнă тет. "Натиç, алли те, ури те пур. Тата арçын шăхличĕ пур",- тесе савăнтарнă ăна.

Çапла, паллах шухăша путнă ватă кукамай хăйĕн пурнăçĕнчи тĕрлĕ савăнăçлă е инкеклĕ пулса иртнĕ пулăмсем пирки аса илнĕ май. Астăватăп-ха тата, кỹршĕ Лукари аппа та хапхи умĕнче ларнă чухне çаплах хăйĕн пурнăçне аса илсе пуçне пĕксе шăппăн ларма юрататчĕ. Вăл та иртсе кайнă пурнăçăн чи вăрттăн кĕтесĕсене çитсе çамрăк чухнехи туйăмĕсене ас тивнĕ пулĕ...

Асанне пирки ĕнтĕ нимĕн те аса илсе калаймастăп, вăл çамрăклах çĕре кĕнĕ. Йывăр пурнăç тертне чăтни ахаль иртмест, паллах. Пурнăç шăвать, хăш чухне тỹрĕ çỹрекен çынна та авма пултарать.

Эпир те, ак халĕ, хамăрăн пурнăç саманчĕсене, тусан пĕрчи пек, унталла-кунталла шăлса илсе чĕртсе тăратма пултаратпăр. Хальхи, паянхи тĕнче варкăшĕпе танлаштарма пикенетпĕр. Тен, ку тĕрĕсех те мар пулĕ. Ун пек чухне ирĕксĕр тенĕ пекех хăй нушипе шухăша путнă кукамайăн шăплăхĕ каллех куç умне тухать...

Юрий ИСАЕВ. Нăрваш Шăхаль ялĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика