Мĕнле чир-ха вăл?

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021, 09:18 Просмотров: 318

Вăхăтра сипленмесен куç кураслăха чакарать. Пачах курма пăрахма та пултарать. Тĕнчери кашни пиллĕкмĕш çын çак чире пула асапланать. Мĕн чухлĕ аслăрах çулхи çынсен йышĕ ỹсет, куç япăх куракансен шучĕ те хутшăнать тесе палăртма пулать. Глаукомăпа чирлисен куçри юн пусăмĕ пысăкланать. Чир ерипен пуçланать. Куç кураслăх чакса пынине те сисме çук. Каярахпа вара курми пулать. Глаукома чирĕ ытларах 40 çултан иртнисен палăрма пуçлать. Куçри юн пусăмĕ ỹснипе пĕрлех нервăсем хăйсем çинчен систереççĕ. Малтанласа çакă палăрмасть те. Куç çывăхран е аякран курма, катаракта аталанма пултарать. Чирĕн юлашки стадийĕнче вара врач патне утмалла пулать. Глаукома чирĕ çемьере ыттисен те пулма пултарать. Вăл гипертони, сахăр диабечĕ евĕрех. Пуçламăш стадинче куç шăрçи хĕрелет е ун çывăхĕнче ыратни палăрать. Çутă çине пăхнă чухне ункăсем тухаççĕ. Япалана тĕтреллĕ куратăн. Пуç ыратать. Кăмăл пăтранма пултарать. Кун пек чухне медицина пулăшăвĕ кирлех. Çỹлерех илсе кăтартнă симптомсем пулмасан та район центрĕнчи тĕп больницăн куç кабинетне çитмеллех. Диспансеризаци тухнă чухне те врач патне кĕме тăрăшмалла. Хамăр сывлăхшăн хамăр тăрăшмалла. Консультаци кирлĕ пулсан республикăри офтальмологи больницинче тата "МНТК "Куç микрохирургийĕ" сиплев учреждениĕнче уçă алăксен кунĕсене хутшăнма пулать. Вĕсенче тỹлевсĕр тĕрĕсленме май пур. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшмалла. Куçри юн пусăмĕ ан ỹстĕр тесен тарăхмалла мар, йывăр ĕçрен сыхланмалла. Вĕри мунча кĕмелле мар. Уçă сывлăшра ытларах пулмалла. Вуланă чухне çутă çителĕклĕ кирлĕ.

 И. АХМЕТОВ, районти тĕп больницăн врач-офтальмологĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика