Ял хуçалăхăн микроçыравĕ иртет

Категория: Публикации Опубликовано: 26.03.2021, 10:51 Просмотров: 181

2016 çулта Раççейре ял хуçалăх çыравĕ иртнĕччĕ. Раççей Федерацийĕн Правительствин 2020 çулхи августăн 29-мĕшĕнче кăларнă "Об организации сельскохозяйственной микропереписи 2021 года" хушăвĕпе килĕшỹллĕн августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен ял хуçалăхăн микроçыравне ирттерме палăртнă. Хальхинче вăл 2016 çулта хутшăннисен 30 процентне çеç пырса тивет.

Ял хуçалăхĕн микроçыравне хатĕрленсе ирттерсе ярассишĕн, илнĕ кăтартусене тирпейлессишĕн, пĕтĕмлетессишĕн, официаллă пичетлессишĕн, çырав хучĕсене тата ытти документсене упрассишĕн, методика вĕрентĕвĕшĕн Раççей статистики яваплă.

2021 çулхи микроçырав ыттисенчен респондентсенчен кăтартусем илнĕ чухне хальхи вăхăтри технологипе усă курнипе уйрăлса тăрать. Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсемпе (граждансен коммерцилле мар пĕрлешĕвĕсем тата уйрăм хушма хуçалăхсем) ыйтăм йĕркеленĕ чухне информацие тỹрех планшетлă компьютера кĕртеççĕ. Çакă хыпар пахалăхне лайăхлатма, кăтартусене хăвăртрах пухса тирпейлеме май парать.

Асăннă мероприятие ирттернĕ чухне ял хуçалăх организацийĕсем, фермер хуçалăхĕсем, уйрăм предпринимательсем кăтартăвĕсене электронлă майпа çырав листин программипе Раççей статистикин веб-пухавĕн (веб-сбор) системи урлă та çитерме май пур.

Тепĕр çĕнĕлĕх вăл - ял хуçалăх çĕрĕсене еплерех усă курни пирки спутник витĕр пăхни.

2021 çулхи микроçырав валли планшетсемпе ĕçлеме пĕлекен çынсем кирлĕ. Çырава йĕркелесе ирттерсе ярассишĕн яваплă çынсем тата вĕсен çумĕсем - 11 уйăх, инструкторсем - 57 кун (июлĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 16-мĕшĕччен), çыравçăсем - 33 кун (июлĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа августăн 30-мĕшĕччен) ĕçлеççĕ. Пĕр çыравçăна 480 объект (хушма тата ытти уйрăм хуçалăхсем, коммерцилле мар пĕрлешỹсем) тивĕçет.

Л. ЯНТЫКОВА, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика