Ялсенче культура çурчĕсем çĕнелеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2021 09:02 Просмотров: 123

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттем ялĕнче Культура ĕçченĕн кунне анлăн паллă тунă. Професси уявĕпе культура ĕçченĕсене çĕнĕ культура çуртĕнче чысланă. Ăна питĕ кĕске вăхăтра - çур çулта - туса пĕтернĕ. 2019 çулхи раштав уйăхĕнче хута янă. Ял çыннисене тата культура ĕçченĕсене саламлама ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин "Тăван ен культури" регионти проекчĕн координаторĕ Юрин Зорин пынă.

- Çĕнĕ Шелттемри культура çурчĕ - Чăваш Ен ялĕсенчи çĕнетнĕ вун-вун учрежденирен пĕри, - тенĕ Юрий Александрович. - 2020 çулта кăна муниципалитетсенчи культурăпа кану заведенийĕсен, библиотекăсен, музейсен, ача-пăча искусство шкулĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме çур миллиард ытла тенкĕ уйăрнă. Шупашкар районĕнчи Мăналта, Канаш районĕнчи Хучелте, Вăрнар районĕнчи Пăртасра культура çурчĕсем тунă, Елчĕк ялĕнче культура çуртне тĕпрен юсанă. Кунсăр пуçне тата 13 культурăпа кану учрежденине юсанă, культура еткерлĕхĕн сакăр объектне реставрациленĕ.

Çĕнĕ Шелттемре, тĕслĕхрен, культура çурчĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче тунăскер пулнă. Ăна ун чухне вулав çурчĕ пек хута янă. Паллах, вăл тахçанах кивелнĕ. Çĕнĕ культура çуртĕнче 150 вырăнлă хăтлă зал, сцена, киноэкран пур. Библиотека вырнаçнă, унта кĕнеке илсе вулама çеç мар, компьютерпа усă курмашкăн вĕренме те пулать. Компьютер пĕлĕвне ỹстерме май пурри уйрăмах аслă ỹсĕмрисене килĕшет. Фойере тĕрлĕ курав ĕçлет. Клубра фото- тата видеостуди пур. Унта ачасемпе çамрăксем хаваспах çỹреççĕ, документлă фильмсем ỹкереççĕ.

- Клуб уçăласса питĕ кĕтрĕмĕр. Унччехи питĕ кивĕччĕ, - тет Çĕнĕ Шелттемре пурăнакан Надежда Шамбулина. - Халăха культура çурчĕ питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен пирĕн тăрăхри çынсем пултаруллă, пурте юрра-ташша ăста. Эпĕ хам, акă, купăс калатăп. Шкул ачисем те, çитĕннисем те сцена çине тухаççĕ. Эпир вĕсене курма пуçтарăнатпăр. Клуба пĕтĕм ял пухăнать.

Çĕнĕ Шелттемри культура çуртне ку тăрăхри пилĕк ялтан çỹреççĕ. Кунта час-часах тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Тепĕр чухне клуба килнисем валли залра вырăн та çитмест.

Чăваш Енре хута каякан культура çурчĕсенчи пурнăç вĕресе тăтăр тесе "Пĕрлĕхлĕ Раççей" кадр ыйтăвне те татса пама тăрăшать. Ялсене культура ĕçченĕсем кирлине шута илсе федераци шайĕнче "Земство культура ĕçченĕ" программа йышăннă. Ялсене культурăна çĕклеме каякансене пĕрер миллион тенкĕ параççĕ. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти пуçарăвĕпе йышăнса çирĕплетнĕ çак программăпа килĕшỹллĕн Чăваш Ен валли 53 ĕç вырăнĕ уйăрнă.

Архив материалов

Апрель 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Яндекс.Метрика