Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2021 09:05 Просмотров: 135

 Апрелĕн 4-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта Совет çарĕсем Братиславăна нимĕç фашисчĕсенчен хăтарнă.

Апрелĕн 9-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта Василевский маршал ертсе пынипе Совет çарĕсем Хĕвел тухăç Прусси тĕп хулине Кенигсберга штурмпа илнĕ.

 Апрелĕн 10-мĕшĕ. Çак кун 1944 çулта Малиновский ертсе пынипе Совет çарĕсем Одессăна фашистсенчен хăтарнă.

Апрелĕн 13-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта Толбухин маршал ертсе пынипе Совет çарĕсем Австрин тĕп хулине Венăна нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă.

Апрелĕн 16-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта Берлина тытса илес тĕллевпе стратегиллĕ операци пуçланă, вăл майăн 8-мĕшĕччен пынă.

Апрелĕн 18-мĕшĕ. Çак кун 1242 çулта Александр Невский князь ертсе пынипе вырăс çарĕсем Чуд кỹллинче нимĕç рыцарĕсене çĕнтернĕ.

Апрелĕн 19-мĕшĕ. Çак кун 1783 çулта Крым, Тамань тата Кубань Раççей çумне пĕрлешнĕ.

Апрелĕн 25-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта Совет тата Америка çарĕсем Эльба юхан шывĕ çинче тĕл пулнă. Нацистла Германие хирĕç пĕрле çапăçнă çĕршывсем çакăнта алă тытни тăванлăх палли пулнă. Вермахт юлашкийĕсем икĕ пая пайланнă: çурçĕр тата кăнтăр.

Газета

Архив материалов

Апрель 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика