Çăкăр чĕлли

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2021 09:06 Просмотров: 120

Вăхăт машинине ку хутĕнче те каялла çавăрттарса илес килчĕ. Чăрсăртарах ирттернĕ яш çулĕсем асăмра акă... Ыттисем пекех, эпĕ те салтака каяс терĕм. Çамрăк чухне икĕ çул нумаях та вăхăт мар пек. Пирĕн тăрăхра çарта пулман çынна мĕн ĕмĕртен арçын вырăнне хумаççĕ. Ял хавалĕ, çемье чысĕ çапларах пулса пынă.

Шкулта вĕреннĕ чухне эпĕ кĕрешÿ секцине çÿреттĕм. Пĕр тренировкăра чавсана амантнăччĕ те çавна пула медкомиссинче стройбата кăна кайма юрăхлă терĕç, Оренбург хулине хĕсмете ячĕç. Мĕнех вара, çитрĕмĕр, вырнаçрăмăр. Служба çапла хăй тĕллĕн шăва пуçларĕ. Эпĕ кĕсьери календарьте юлнă салтак кунĕсене турта-турта сахаллатса пыма пуçларăм. Çич çĕр вăтăр кун календарьти кунсене туртнипех хăвăртах иртсе каймасть çав…

Пирĕн батальон тĕрлĕ-тĕрлĕ стройкăра офицерсем валли хваттерсем, аэродромсенче самолетсем валли ангарсем тата ытти объектсем тăватчĕ. Эпир, ялта çитĕннĕскерсем, кирек епле ĕçе те хăнăхса ÿснĕ. Стройкăри нормăланă ĕç кăшт урăхларах пурнăçланать. Ялта карта-хуралтă е çурт-тавраш тăвакан платниксен ĕçне нимле тĕрĕслев комиссийĕ те йышăнмасть. Хуçана мĕнлерех килĕшет, çавăн пек тăватăн. Кунта вара пĕтĕм çĕрте норма, норма, пахалăх, пахалăх… Ĕçе çĕнĕрен тунă самантсем те пулкаларĕç малтанхи тапхăрта. Эпĕ малтанах отделочник, каярах электрик, унтан нормировщик пулса ĕçлерĕм. Нормировщик тивĕçĕ мĕнре-ха? Ротăра кашни салтак кунсерен мĕн чухлĕ ĕçленине, вăл пурнăçланă ĕçĕн калăпăшне шутласа, пĕр кун пуçне тивекен шалăвне шутласа памаллаччĕ. Кайран вара стройкăри мастерсемпе пĕрле хак лартса алă пусмаллаччĕ.

Çамрăк салтак пурнăçĕ никамăн та çăмăл мар. Пĕрер эрнерен аталанакан организм апат нумай ыйтма тытăнать. Нормăпа параççĕ пулсан та ялан çăвара апат хыпас килет. Çак хырăм выççи пĕр икĕ-виçĕ уйăхах тăсăлать. Каярахпа салтак пурнăçĕ йĕркеленсе каять-ха, анчах …

Ирхи тата каçхи апат çиме столовăйĕнче сĕтел хушшине вуншар салтак кĕрсе ларать. Сĕтел хĕрринче вара пĕр çул ытларах службăра тăракан «ватă» салтак ларать, вăл – апат пурне те пĕр пек валеçсе паракан яваплă çын. «Çамрăккисем» ун сăмахĕнчен иртмеççĕ, ăна хирĕç чĕнме те юраман. Çамрăккисем шăшисем пекех. Сĕтел хуçи кăшт айккинелле пăхать кăна, çирĕп йĕркене пăхăнманисем туххăмрах кĕсьене ытлашши çăкăр чĕлли вăрттăн чиксе хума хăтланаççĕ. Пĕри ытларах илчĕ тĕк, теприне сахал лекет. Çавна пула самантрах, апат çинĕ вăхăтрах, сĕтел хушшинчех тытăçу пуçланма та пултарать. Вăрлакана сĕтел хушшинчисем патаклаççĕ тата унсăр пуçне прапорщиксем каярах строй умĕнче намăслантараççĕ. Хăш-пĕр çамрăк салтак, хăйне кайран мĕнле терт курассине пĕлсен те, ытлашши çăкăр чĕллине вăрламасăр чăтаймастчĕ.

Декабрь уйăхĕнче манăн служба пуçланчĕ. Оренбург таврашĕнче хĕлле шартлама сивĕ, çулла сывлама çук шăрăх. Хĕл варрисенче эпир, стройбатра хĕсметре тăракансем, хваттерсем тăваттăмăр. Çĕнĕ çуртсем казармăран самай чылай аякра вырнаçнăччĕ, çавăнпа кăнтăр апатне пире столовăй пек йĕркеленĕ туса пĕтерсе хута яман хваттерсенче çитеретчĕç.

Пĕрре çапла отделени командирĕ мана кăнтăрлаччен урамра ĕçлеттерчĕ. Бушлат ан варалантăр тесе ун çийĕн пĕр халат формăллă тум тумлантарчĕç. Çаннисем вăрăмччĕ, ĕ=леме меллĕ пултăр тесе темиçе хутчен те тавăрса хутăм. Кăнтăрла çитсен çак тумпах апатланма кĕрсе лартăм. Сивĕрен ăшша кĕрсен ай, лайăх-çке!.. Рехетленсе, алла кашăк тытса вĕри апат çиме лартăмăр. Отделени командирĕ яшка антарса валеçме пуçларĕ. Çак вăхăтра урамра темĕскер питĕ хытă шаплатрĕ те кăшкăрашнă сасăсем илтĕнме пуçларĕç. Пурте чÿрече патне чупса пырса урамалла тинкерчĕç. Темле ЧП!

Эпĕ сĕтел хĕрринче, командира хирĕç лараттăм. Çав вăхăтра хама мĕн пулнине халĕ те ăнланаймастăп, чăтаймасăр пĕр çăкăр татăкне тавăрса хунă çанă хушшине хăвăрт кăна чикрĕм хутăм! Ун хыççăн, ним пулман пекех, чÿрече патĕнчи ушкăн патне пырса тăтăм. Чÿречерен мĕн курнине халĕ астумастăп та ĕнтĕ, пуçа урăх шухăш канăçсăрлантарнă манне. Акă, урамри пăтăрмах вĕçленсен, пурте каялла сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕç. Сĕтел хушшинчи «асли» каллех апат валеçе пуçларĕ. Шутласа тухрĕ, пĕр чĕлĕ çăкăр çитмест. Хайхи пире тĕпчеме пуçларĕ: «Кам илнĕ, каялла хурăр, вара патакламастăп», – тет. Пĕри те йышăнмасть, эпĕ те – вĕсен хушшинче. Шалта, кăкăрта, хама намăс çулăмĕ çунтара пуçларĕ… Питĕ пысăк йăнăш тунине самантрах ăнланса илтĕм. Ыттисем умĕнче те намăс, хам умра та намăс, инçетри аттепе анне умĕнче те намăс!.. Çанăри çăкăр татăкĕ чуна пĕçерте пуçларĕ. Акă, сержант пурне те ухтарма тытăнчĕ. Паллах, мана та. Тумтире хыпашласа пăхрĕ, кĕсьесене тĕрĕслерĕ, çăкăр татăкне тупаймарĕ. Вара юлашкинчен повара ÿпкелесе илчĕ те, çитмен чĕлле унран илсе пурне те çăкăрпа тивĕçтерчĕ. Эпĕ шăппăн апат çисе пĕтертĕм. «Манăн урамра малалла ĕçлемелле», – тесе пĕçерекен пит çăмартине сивĕ çанталăкра сивĕтме тухса сирпĕнтĕм. Пулăшмасть. Намăс… Ăнланатăп, аттепе анне вĕрентнине хирĕçле ĕç турăм. Эх!.. Пуçа юр ăшне чиксе хурасси патнех çитрĕм вĕт.

 Стройкăран айккинерех кайрăм та, унталла-кунталла пăхса илсе çынсем çуккине курсан, çанăран çăкăр татăкне кăларса таçта айккинелле, юр ăшне ывăтрăм! Ăша çунтарса тăракан намăс вучĕ тинех тухса ÿкнĕн туйăнчĕ…

Çак тĕрĕс мар ĕç-пуç халĕ те, вăтăр ытла çул иртсен те намăслантарать мана. Çынна хирĕç усал ĕç тума юраманнине аса илтерсе тăрать вăл. Камран та пулин ху вăйлăрах пулсан, айван çынна кÿрентерме юраманни çинчен асăмри çанăри çăкăр чĕлли асăрхаттарсах тăрать…

Юрий Исаев.

 Нăрваш Шăхаль ялĕ

Газета

Архив материалов

Апрель 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика