Лев Кураков ячĕпе ỹкернĕ фильма ентешсем пахалĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2021, 09:09 Просмотров: 343

НУМАЙ пулмасть "Чăвашкино" патшалăх киностудийĕн "Люди-Легенды. Лев Пантелеймонович Кураков" ("Халăха хисеплекен яланах телейлĕ") фильмĕ куракан патне тухрĕ. Режиссерĕ - Алексей Енейкин. Пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕрĕн, паллă ăсчах- экономистăн, патшалăх деятелĕн ачалăхĕнчен пуçласа утса тухнă кун çулне сăнлакан кинона вăл пурăннă чухнех ỹкерме пуçланă. Шел, пиртен ĕмĕрлĕх уйрăлса кайиччен малтанхи вариантне çеç пăхма ĕлкĕрнĕ. Халĕ фильма ентешсем те хак пама пултараççĕ.

Апрелĕн 6-мĕшĕнче 15 сехетре ăна Турханти культура çуртĕнче тỹлевсĕрех кăтартаççĕ. Кăмăл тăвакансем режиссерăн творчестсво ĕçне хак пама та, Лев Кураков çинчен тата ытларах пĕлме те пултараççĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика