Сăнчăрти йытă çыртаймĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2021 09:13 Просмотров: 133

Юлашки вăхăтра пирĕн районти ялсенче те хуçасăр йытăсем нумайланса пыни пирки çынсем пăшăрханса калаçаççĕ.

Унчченсенче урамра иртен-çỹренсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан анчăксене сунарçăсемех пăшалпа персе çỹренĕ. Паян вара Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин саккунĕсем тăватă ураллă туссемпе çапла хăтланма, вĕсене вĕлерме ирĕк памаççĕ. Ку тĕлĕшпе хуçасăр йытăсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçе мĕнле йĕркелени пирки "Авангард" хаçатăн кăçалхи январĕн 29-мĕшĕнчи номерĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Виктор Львов тĕплĕн ăнлантарса панăччĕ, ял тата хула округĕсенче чĕр чунсене тытма патшалăх полномочине панă организаци çеç йĕркелеме пултарнине, вĕсене вăхăтлăха выльăх-чĕрлĕх приютне вырнаçтармаллине пĕлтернĕччĕ.

2021 çулта Патăрьел тата Шăнкăртам ял тăрăхĕсем çак ĕçе пурнăçлама С. Мадьянкин индивидуаллă предпринимательпе килĕшỹ тунă. Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, мартăн 29-мĕшĕнче вĕсем район центрĕнчи хуçасăр йытăсене тытнă, вăхăтлăх приюта леçнĕ. Сăмах май каласан, кăçал хуçасăр 29 йытта тытма бюджетран 177700 тенкĕ пăхса хăварнă. Чăваш Республикинче хуçасăр пĕр чĕр чунпа çыхăннă ĕçсене пурнăçлама хыснаран 6093,7 тенкĕ каять.

Пурнăçра кирек мĕнле инкек-синкекрен те хамăр асăрханни пĕлтерĕшлĕ. Килти хушма хуçалăхра йытă усракансен те çав яваплăхах. Кашни тăватă ураллă тусăн хăйĕн хуçи пулсан, вĕсем пурте сăнчăрта тăрсан çеç урамра лăпкăлăх хуçаланĕ. Вулаканăмăрсене çакна та асăрхаттарса хăварас килет. Саккунпа килĕшỹллĕн хăйсен йыттине ирĕке янă хуçасен 500 - 1000 тенкĕ штраф тỹлемелле. Енчен те вăл пĕр-пĕр çынна çыртса илсен хуçан мораль тата пурлăх тĕлĕшĕнчен явап тытма та тивет. Кирлĕ пулсан йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем уголовлă ĕç те пуçараççĕ. Çавăнпа та йытă сирĕн "çемье" членĕ пулсан, ăна урамра хуçаланма памалла мар.

 А. ЕГОРОВА

Газета

Архив материалов

Апрель 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика