Таврапĕлỹçĕсем канашларĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2021, 09:14 Просмотров: 354

 Чăваш наци библиотекинче республикăри таврапĕлỹçĕсен пухăвĕ иртрĕ. Çавăн пекех унта Пушкăрт, Пенза, Тутар республикисенчи, Ульяновск облаçĕнчи краеведсем те килчĕç, пирĕн районтан Д. Коннов ертсе пыракан делегаци хутшăнчĕ. Мероприятие таврапĕлỹçĕсен союзĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул тата республикăри таврапĕлỹçĕсен организацийĕ ĕçлеме тытăннăранпа 30 çул çитнине халалланă.

 Пухăва республикăри таврапĕлỹçĕсен председателĕ Сергей Сорокин тата унăн çумĕ Галина Соловьева ертсе пычĕç. Сергей Лазаревич юбилейсемпе саламланă хыççăн халиччен туса ирттернĕ ĕçсемпе тата малашлăхри тĕллевсемпе паллаштарчĕ, хатĕр проектсен электронлă варианчĕсене кăтартрĕ. Пирĕн района та лайăх енпе асăнса хăварнине илтме кăмăллă пулчĕ. Иртнĕ çул Турханта А. Кокелĕн çуртне реставрацилесе çĕнĕ вырăна куçарнă. Хальхи вăхăтра Тикеш хулашне çĕнĕ сăн кĕртессипе тăрăшаççĕ.

- Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пирĕн ĕçе тимлĕх нумай уйăрать, çакă тата хавхалантарать. Кашни пуçăнакан ĕçе эпир - вĕрентекенсем, музей, архив, библиотека, культура ĕçченĕсем, вырăнти çыравçăсем - пĕрле пухăнса сỹтсе яватпăр, канашлатпăр. Çакăн пек килĕштерсе вăй хуни аталанма пулăшать, - терĕ Д. Коннов районта туса ирттерекен ĕçсемпе кĕскен паллаштаракан докладĕнче.

Тухса калаçакансем нумайăн пулчĕç, кашнийĕ чăваш культурине тата ытларах аталантарасси пирки каларĕ.

Мероприятире ĕçре палăрнисене хисеплĕ ятсем парса та чысларĕç. Çĕньялти Г. Айхи ячĕллĕ музее йĕркелесе яракан тата ăна тытса пыракан, чăвашлăха, культурăна ялта аталантарассипе тăрăшакан М. Мадюкова "Хисеплĕ таврапĕлỹçĕ", Турханти А. Кокель ячĕпе хисепленекен музей ертỹçи В. Сергеев "Чăваш халăхĕн ăс-хакăлĕн ăсти" ятсене тивĕçрĕç.

Н. МАЗЯКОВА, районти таврапĕлỹçĕсен председателĕн çумĕ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика