Ĕçре тупнă телей - пурнăç тыткăчи

Категория: Публикации Опубликовано: 02.04.2021, 09:16 Просмотров: 341

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ, Патăрьелĕнче пурăнакан Василий Михайлович Спиридонов ĕç ветеранĕ нумай пулмасть 90 çулхи юбилейне паллă турĕ, вуннăмĕш теçеткене ваклать. Вĕсенчен 43 çулне вара гусеницăллă тракторпа вăй хунă.

- Манăн ачалăхпа çамрăклăх саманан йывăр тапхăрĕсемпе тỹр килчĕ. Выçлăх, çуклăх пурнăçа сыпăнтарса пыма чăрмантарнă. Пирĕн çемьере те 5 ачаран иккĕшĕ çак сăлтавпа çамрăклах вилнĕ. Анне каланă тăрăх манăн сывлăх та çуралсанах Турă аллинче пулнă, имĕш. Пĕр килограмм ытларах виçепе кун çути курнă пепкине сыхласа хăварас тĕллевпе мана кăçатă кунчинче усранă тетчĕ. Çыртма йĕмпе çỹренĕ, çăпата сырнă вăхăтсене те асран кăларса пăрахаймастăн. Вĕсем паян та куç умĕнчех. Çемьери лару-тăрăва кура эпĕ шкулта та ултă класс çеç вĕрентĕм. Ун вырăнне сĕт шăлĕсем тăкăнса пĕтичченех аслисемпе юнашар колхозра ĕçлеме, техника çумне çыпçăнма тиврĕ. Çав сăлтавпах-тăр механизатор пулма шутларăм,- тет ĕç ветеранĕ хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарнă май.

Патăрьелĕнчи МТСра (каярахпа техника юсакан предприяти пулнă) тракториста вĕренсе тухнă хыççăнах "Путь Ленина" колхозра (каярахпа совхозра) ĕçлеме пикеннĕ çамрăк специалист. Малтанах "хурçă ута" парăнтарма çăмăл пулман. Ĕçленĕ вăхăтрах хир варринче чарăнса, çĕмĕрĕлсе ларнă тĕслĕх те сахал мар пулнă. Хунар çутипе техникăна "чун кĕртнĕ", ун çутипех ака-суха та тунă. Хĕлле вăрман кăларнă, кунне-çĕрне пĕлмесĕр ушкăнпа йывăç турттарнă. Каярахпа йĕтем çинче тырă кĕртнĕ çĕрте тăрăшнă. Вăл нихăçан та ĕçрен пăрăнса юлман, ютшăнса тăман. Ахальтен мар хисеплĕ механизатор ĕçтешĕсем хушшинче тăтăшах "Ăмăрту çĕнтерỹçи" ята тивĕçнĕ. Çакна унăн паянхи кун та çемье архивĕнче упранакан Хисеп грамотисем çирĕплетеççĕ.

Кашни çыннăн пурнăçра паллă кунĕсем, асра юлнă самантсем пур. Василий Михайловичран вĕсем пирки кĕскен аса илме ыйтсан, механизатор тỹрех республикăра йĕркеленĕ сухаçăсен ăмăртăвне аса илчĕ. 1981 çулхи конкурсра вăл гусеницăллă тракторпа суха тăвассипе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çакăн хыççăн ăна "Халăхсен туслăхĕ" орденпа чысланă. В

асилий Михайловичпа Раиса Антоновна Спиридоновсем çирĕп те кăтартуллă çемье, ачисемпе мăнукĕсемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. 65 çул килĕштерсе пурăнать мăшăр. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Паян вĕсене ултă мăнук, мăнукĕн 9 ачи хăйсен çитĕнĕвĕпе савăнăç кỹреççĕ, тăтăшах пĕр кĕрекене пуçтарăнаççĕ, тĕл пулса калаçаççĕ. Тĕп килте пурăнакан Валерий Васильевич ывăлĕпе Елена Васильевна кинĕн тараватлăхĕпе ăшпиллĕхĕ пурин валли те çитет. Çапла пулма вĕсене шăпах ашшĕпе амăшĕ вĕрентнĕ.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика