Ялан шыравра

Категория: Публикации Опубликовано: 06.04.2021, 11:34 Просмотров: 314

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕн- че ĕçленĕ вăхăтра халăхăмăр аталанăвĕшĕн чунне паракан хастарсене чылай курма тỹр килчĕ.

Вĕсен шутĕнче шур сухаллă ăсчахсем те, чăвашсен кунне-çулне шыракан кĕнекеçĕсем те, халăх историне ỹнерте шыракансем те, "Пирĕн урам анаталла" юрра тĕрлĕ мелпе шăрантаракансем те пурччĕ. Хастарсем тенĕрен ячĕ-шывĕпех асăнам: И.И.Одюков, Н.П.Петров, И.А.Андреев профессорсем, Г.И.Воронцов, В.П.Никитин-Станъял доцентсем, И.Я.Тенюшев, Г.В.Краснов писательсем, В.П.Петров (Праски Витти), Н.В.Овчинников художниксем, Виталий Адюков, Людмила Семенова юрăçсем… Чи маттуррисем тата чи хастаррисем, паллах, тăван чĕлхепе литертурăна вĕрентмешкĕн педагог çулне суйласа илнĕ студентсемччĕ. Куçăмсăр майпа вĕренекенсем вара ĕç опычĕпе пуянланнăскерсемччĕ ĕнтĕ. Вĕсенчен чылайăшĕпе халĕ те тачă çыхăну тытатăп.

Кĕрлевлĕ 90-мĕш çулсем… Çĕршывăмăр куç умĕнчех арканса пырать, СССР ятлă патшалăхăмăр çук, унта та кунта вырăнти вăрçă-харçă, таллонсем, ваучерсем… Тепĕр енчен тĕлĕнтермĕш - халăх чĕрĕлĕвĕ! ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче нихçан пулман конкурс, пĕр вырăна 7 абитуриент! Çавăн пек тапхăрта паллашнăччĕ эпĕ пысăк чĕреллĕ Людмила Валентиновна Марковапа. Лайăх вĕреннисĕр пуçне вăл тантăшĕпе - Лариса Васильева юрăçпа - факультетпа университетăн тĕрлĕ мероприятийĕсене йĕркелеме, ертсе пыма пулăшатчĕ. Унтанпа вуншар çул иртрĕ пулин те туслăх сукмакĕ пурнăç чăтлăхĕнче çухалмарĕ, татăлмарĕ. Людмила Валентиновна педагогикăри ĕç-пуçĕ çинчен халĕ те пĕлтерсех тăрать, Туçари вăтам шкул педагогĕ хăй те, унăн вĕренекенĕсем те район, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса çĕнтереççĕ. Мана, республикăри Журналистсен союзĕ çумĕнчи фотосекци ертỹçине, уйрăмах Людмила Валентиновна калăпланă фотохайлавсене хаклама кăмăллă. Чăваш автономийĕ 100 çул çитнине халалланă "Чăваш тĕнчи-2020" конкурса Л.В.Маркова тăратнă "Ал тупанĕ çинче савнă ялăм", "Анатри чăвашсен юрри", "Юратнă Чăваш Ен" ĕçсене сумлă тỹресем чи пысăк баллпа хакланăччĕ. Вĕсенче гелиографи маçтăрĕ ракруспа та, композиципе те, тĕссемпе те типтерлĕ усă курнă.

Мал ĕмĕтлĕ учитель пултаруллă ачасенчен литература кружокĕ йĕркелеме пултарнă. Камăн ямб-хорей, анапест-дактиль вăрттăнлăхĕсене алла илес килет, тархасшăн. Людмила Валентиновна пурне те сăвăпа проза тинĕсĕнче ишме вĕрентĕ. Тĕслĕх вырăнне унăн вĕренекенĕ Саша Беззубова Гагарина халалланă "Çăлтăрсем мана чĕнеççĕ" сăвва вулакансене хаклама сĕнер.

Пуринчен малтан Гагарин Парăнтарнă Уçлăха!

Эпĕ - пĕчĕкçĕ Каверин

Пиччерен мĕнрен кая!

 Çăлтăрсем мана чĕнеççĕ

 Çỹллĕ-çỹллĕ тỹпене.

 Вăрттăн-вăрттăн куç хĕсеççĕ

Илĕртсе хăйсем патне.

 Ĕмĕтсем халь пысăк манăн

Вĕçĕп эпĕ кăйкăрла.

Эс, тăванăм, мана курăн

Уйăхпа Марс тавралла.

Çивĕч пулмалла, пĕлетĕп

Тавра курăмлă тата.

 Çавăнпа та вĕренетĕп

Çăлтăрçа эп çак шкулта.

 Тавтапуç сана, Гагарин!

Мухтанатăп санпалан

Эпĕ - пĕчĕкçĕ Каверин

Пăрăнмăп Аслă çулран.

Асăрхаттарни: Каверин - вырăссен паллă писателĕ. "Два капитана" приключениллĕ роман, "Бороться и искать, найти и не сдаваться" каларăш авторĕ.

 Анатолий АБРАМОВ, Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн Ç.Элкер премийĕн лауреачĕ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика