Ентеш-поэтăмăр ячĕпе - конкурс

Категория: Публикации Опубликовано: 06.04.2021, 11:37 Просмотров: 296

РАЙОНТАН тухнă паллă спортсменсем ячĕпе турнирсем йĕркелесси, литература каçалăкĕнче паллă вырăн йышăнакан творчество хастарĕсене чыс туса вулавсем, конкурссем ирттересси ырă йăлара. Акă, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн пуçарăвĕпе Чăваш чĕлхин кунне халалласа вĕренекенсем хушшинче дистанци мелĕпе "Сарпи вулавĕсем" конкурс ирттереççĕ. Раиса Сарпин литературăпа поэзинчи творчествине, тăван чĕлхе пуянлăхне, тăван халăх историйĕпе йăли-йĕркине тарăнтарах пĕлес тĕллевпе çулсеренех йĕркелекен конкурса 5 - 11 классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Çак тапхăрта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те хăйсен професси ăсталăхĕпе усă курса уçă уроксем параççĕ, хаçатсем кăлараççĕ, видеороликсем хатĕрлеççĕ, класс сехечĕсем ирттереççĕ тата ытти те. Паллах, конкурсра палăрнисене уйрăм номинаципе хаклаççĕ, парнепе савăнтараççĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика