Асăрхăр! Конкурс

Категория: Публикации Опубликовано: 06.04.2021, 11:41 Просмотров: 335

 Апрелĕн 28-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче кинофильмсенчен тата спектакльсенчен илнĕ инсценировкăллă юрăсен "Вăхăт машини" фестиваль-конкурсне йĕркелеме палăртнă. Ăна Раççейри наукăпа технологи тата Чăваш Енри Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халаллатпăр.

Фестивале Патăрьелĕнче вырнаçнă мĕн пур формăллă организаци (предприятисен, организацисен, уйрăм предпринимательсем, вĕрентỹ, сывлăх учрежденийĕсен тата ыттисем те) коллективĕсем хутшăнасса шанатпăр.

Инсценировкăллă юрăсем мĕн пур критерисене тивĕçтермелле. Вĕсене кирек хăш кинофильмпа спектакльтен те суйласа илме пулать.

Музыка учителĕсен, музыка ертỹçисен, культура ĕçченĕсен пултарулăхне тỹресем хак памаççĕ. Фестивале пĕчченшерĕн, икшерĕн, виçшерĕн, хорпа, ансамбльпе те хутшăнма юрать.

Заявкăсене апрелĕн 15-мĕшĕччен культурăпа кану центрне çак электронлă адреспа ямалла: Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript..

Юрă суйласа илме централизациленĕ клуб системин сасă режиссерĕ Ф. Абитов тата информаципе методика пайĕн ĕçченĕсем те пулăшаççĕ. Вĕсемпе 6-19-54, 89278502934 номерсемпе çыхăнмалла.

 Конкурса хутшăнакансен суйласа илнĕ номере сцена çинче ăста кăтартма тăрăшмалла. Тумĕ те, хусканăвĕсем те килĕшỹллĕ пулмалла.

 Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем Гран-при, лауреат ячĕсене тивĕçеççĕ. Ыттисене дипломсемпе хавхалантарĕç.

 (Йĕркелỹ комитечĕ)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика