Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 06.04.2021, 11:45 Просмотров: 308

Инкеке лекнисене пулăшусăр хăвармĕç

Канаш хулинче апрелĕн 1-мĕшĕнче ирхине виçĕ сехетре пушар тухнăран 100 ытла çынна эвакуацилеме тивнĕ. Вут-çулăмра пилĕк хутлă çуртăн тăрри пĕтĕмпех çунса кайнă. Кунта пурăнакансене вăхăтлăх çывăхри шкулта вырнаçтарнă, вĕри апатпа тивĕçтернĕ. Чылайăшĕ тăванĕсем патĕнче кĕтес тупнă. Пушар сиен кỹнĕ çурта тума Чăваш Республикин резерв фондĕнчен укçа уйăрĕç. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Канашра ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă чухне пĕлтернĕ.

Калем ăстисене сумлă ятпа чыслĕç

Чăваш Енри журналистсене хавхалантармашкăн хисеплĕ ят çирĕплетĕç. "Чăваш Республикин журналистикăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" сумлă ята пурнăçа кĕртме ыйтса "Хыпар" издательство çуртĕнче ĕçлекенсем Чăваш Ен Пуçлăхĕ патне тухнăччĕ. Олег Николаев ку ыйтăва ырланă. Халĕ ку сĕнỹпе ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Общество канашĕ те килĕшнĕ. Мĕн пур документсемпе çыхăннă ыйтăва татса парсан республикăри калем ăстисем журналистикăри пысăк çитĕнỹсемшĕн сумлă ята тивĕçĕç.

Комплекс парăмçăсене палăртать

 Хальхи технологисем парăмçăсемпе кĕрешме те пысăк пулăшу кỹреççĕ. Çул-йĕр çинче вырнаçтарнă мобильлĕ комплекс машина иртсе пынă чухнех водителĕн налук тỹлемен е ытти парăмсем пуррине тĕрĕслет. Автомобиль номерне суд приставĕсен базипе танлаштарать. Енчен те парăмсем пулсан ăна чараççĕ, машинăна арестлеме те пултараççĕ. Çакăн пек майпа кăçал 500-е яхăн автомобиль тĕрĕсленĕ, 24-не арестленĕ. Водительсем пĕр миллион тенке яхăн парăма çул çинчех тỹлесе татнă. Пĕлтĕр çакăн пек майпа пилĕк миллион тенке яхăн шыраса илнĕ.

6600 доза вакцина çитнĕ

Республикăна çак кунсенче шăпах çакăн чухлĕ "Гам-КОВИК-ВАК" вакцина çитнĕ. Пандеми пуçланнăранпа Чăваш Ене икĕ компонентлă çак вакцинăн 49394 дозине илсе килнĕ. Хальхи вăхăтра коронавирус инфекцийĕнчен 38737 çын вакцинаци пуçланă, çак шутран 26601-шĕ ăна вĕçленĕ.Республикăра прививка тăвакан 42 пункт, куçса çỹрекен 5 пункт тата 6 бригада ĕçлеççĕ.

Регистрациленме пулăшаççĕ

Республикăри нумай функциллĕ центрсенче Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленме пулăшаççĕ. Çапла майпа çынсем территорисене хăтлăлатассишĕн сасăлама пултарĕç. Тирпей-илем кĕртмелли общество вырăнĕсене ятарлă платформăра суйлама меллĕ. Порталта регистрациленнĕ хыççăн гражданин унăн шухăшĕпе чи малтан хăтлăлатмалли объектшăн сасăлама пултарать. Чăваш Енре пурăнакансен май уйăхĕн 30-мĕшĕччен çитес çул йĕркене кĕртмелли вырăнсене палăртмалла.

Премие тивĕçнĕ

Шупашкарти "Амазони" парк тĕнче шайĕнчи сумлă премие -"Ылтăн поние" - тивĕçнĕ. Çак премие тĕрлĕ çĕршыври чи лайăх кану паркĕсемпе центрсене, аттракцион йĕркелỹçисене параççĕ. "Амазони" парк паянхи саманапа килĕшсе тăнипе, авалхи культурăна упранипе, хула халăхне тата туристсене илĕртнипе палăрнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика