Апрельти улшăнусем

Категория: Публикации Опубликовано: 06.04.2021, 12:19 Просмотров: 381

Социаллă пенсисем ỹсеççĕ

Кашни çулах апрельте социаллă пенсисене тата федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракан хăш-пĕр категорин пенсине индексацилеççĕ. Çапла ватлăха пула паракан социаллă пенси тата çын инвалид пулнăран паракан социаллă пенси (стаж е пенси балĕ çитменнине пула страхлав пенсине илейменнисен), çемьене тăрантаракана çухатнипе паракан пенси ỹсет.

Индексаци федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракан çак категорисене пырса тивет: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансем, Ленинград блокадине тỹссе ирттернисем, "чернобылецсем", çар суранне пула инвалид пулса юлнă çар çыннисем тата ытти хăш-пĕр категоринчисем.

Пенсисене 3,4 процент ỹстерме палăртнă.

Пособи тỹлессинче - çĕнĕ йĕрке

 3 - 7 çулти ачасемшĕн пособи парассине çĕнĕлле тỹлеме тытăнаççĕ. Пособи ачасен пурăнмалли минимумĕн 50 проценчĕпе танлашни стандарт шутланать. Енчен те ку виçеллĕ пособи илни те çемьери пĕр çынна тивекен вăтам тупăша пурăнмалли минимумран пысăкрах тума май памасть пулсан, пособие 75 процент чухлĕ шутласа параççĕ. Кун пек чухне те çемье пĕчĕк тупăшлисен категорийĕнчен тухаймасть пулсан, пособие 100 проценчĕпех - ачасен регионти пурăнмалли минимумĕпе тан шутласа çирĕплетеççĕ.

 Шута илмелли самант - "шанчăксăр ашшĕ-амăшне" çак пособие тỹлемесен те пултарĕç. Ашшĕ-амăшĕ пĕчĕк тупăш илни пирки справкăсем тăратаççĕ, анчах çав вăхăтрах вĕсем хаклă пурлăх хуçисем пулса тăраççĕ пулсан, пособие тивĕçеймеççĕ.

Больничнăй памаççĕ

65 çул тултарнă тата аслăрах граждансене пандеми вăхăтĕнче панă больничнăйсене хупса пыраççĕ. Вĕсене больничнăй парассипе унччен вăйра тăнă вăхăтлăх йĕрке апрельте пăрахăçланать. 65 çултан аслăраххисене дистанци мелĕпе ĕçлесси çине куçарма сĕннĕ.

Субсиди - каллех 6 уйăха

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисемшĕн тỹлеме субсиди каллех 6 уйăха кăна пама тытăнаççĕ. Иртнĕ çулхи апрельте пандеми вăхăтĕнче ку тĕлĕшпе йышăннă йĕркене пăрахăçлаççĕ.

Экзаменра - çĕнĕлĕх

Апрельтен пуçласа водителе вĕренекенсен экзаменне палăрăмлă улшăнусем кĕртеççĕ. Площадкăри е автодромри тĕрĕслев пулмасть. Унччен унта тĕрĕсленĕ хăнăхусене "хулари" экзамента тĕрĕслеме йышăннă.

 Экзамен вăхăтĕнче пулас водительпе юнашар малашне инструктор мар, экзамена йышăнакан ларĕ. Вăл, паллă ĕнтĕ, ГИБДД сотрудникĕ пулмалла.

Раççейре туса кăларнисене вырнаçтарĕç

Апрельтен пуçласа смартфонсем тата ытти электрон хатĕрсем çине Раççейре туса кăларнă приложенисем вырнаçтарса сутма тытăнаççĕ. Ку йĕрке кăçалхи апрельтен пуçласа туса кăларнă гаджетсем çине сарăлать. Раççейре туса кăларнă программа тивĕçтерĕвне планшетсене, ноутбуксемпе компьютерсене, Smart TV функциллĕ телевизорсене вырнаçтараççĕ.

Пирус пачкин хакне палăртаççĕ

Сентре çинчи пирус пачкин чи пĕчĕк хакне урăх схемăпа шутлĕç. Çак таварăн пĕрлехи чи пĕчĕк хакне вăя кĕртеççĕ. Хака РФ Ял хуçалăх министерстви табак продукцийĕн акциз ставкине, налуксене тата ỹстерекен коэффициента кура шутласа парать.

Ку формулăпа килĕшỹллĕн, 2021 çулта пирус пачкин чи йỹнĕ хакĕ 107,78 тенкĕпе танлашмалла, 2022 çулта - 111,98 тенкĕпе.

 Туристсен укçа перекетленет

 Раççей территорийĕнче турист путевкипе канакансен путевка хакĕн пĕр пайне саплаштарассин программин виççĕмĕш тапхăрĕ пуçланчĕ. Патшалăх çакна валли 2 млрд тенкĕ уйăрса панă та ĕнтĕ.

Çак программăпа пăхса хунă регионсенче каннăшăн путевка хакĕн 20 процентне (анчах 20 пин тенкĕрен ытла мар) каялла тавăрма май пур. Путевкăпа пăхса хунă турта сахалтан та икĕ каç пулмалла. Путевкăшăн МИР карттăпа тỹлени те программа условийĕ шутланать. Компенсаци укçа тỹленĕ хыççăн пилĕк кун хушшинче картта çине куçмалла.

 Хăшĕсен медосмотр йĕрки улшăнать

Производствăри сиенлĕ тата хăрушă факторсен çĕнетнĕ переченĕ апрельтен вăя кĕрет. Ĕç министерствинче шутланă тăрăх, çак улшăну сиенлĕ вырăнта ĕçлекен хăш-пĕр категори çыннисен медосмотр йĕркине çăмăллатма май парĕ.

Çапла, сăмахран, кун пек предприятисенчи бухгалтерсене, IT-специалистсене, инженерипе техника ĕçченĕсене медосмотра явăçтарассине пăрахăçлаççĕ. Сиенлĕхпе тỹрремĕнех çыхăнса ĕçлекенсене кăна медосмотра явăçтарĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика