Вĕлле хурчĕсем хĕл ыйхинчен вăранаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2021, 09:46 Просмотров: 294

Çуркунне çитнĕ май вĕлле хурчĕсем те вăранма пуçларĕç. Нумай хурт-хăмăр усракансем вĕсене вĕлле усравĕнчен (омшаникран) кăларса вĕçтернĕ те ĕнтĕ. Кунта çакна шута илмелле: çунатлă туссем хускалман, лоток умĕнче купаланмаççĕ, шăпăртах лараççĕ пулсан васкама кирлĕ мар, мĕншĕн тесен юр ирĕлсех пĕтмен-ха.

 Юлашки вăхăтра республикăри чылай хурт-хăмăрçă кăнтăр енче пурăнакан карника, бакфаст, кавказски ăрачĕсен хурт амисене туянма пуçларĕ. Узбечка текеннине те тăватă рамкăпа илсе килсе вăрттăн сутма пикенчĕç. Хакĕ йỹнĕрех унăн тата Интернет урлă та илме май пур. Малтанласа утарçăсем йыша çĕнетнĕшĕн савăнаççĕ, анчах тепĕр çуркунне вĕсем хĕл каçайманнишĕн пăшăрханаççĕ. Çулла узбечка ăратăн амисем сăрă хуртсем (вĕллери аçа хуртсем) кăлараççĕ. Вĕсем ытти амасене пĕтĕçлентерсе ăратлăха начарлатаççĕ. Çакă кашнине шухăшлаттармалла, хамăр тăрăхра лайăх ĕрчекеннисене усрамалла.

 Пирĕн республикăра, районта вĕлле хурчĕн среднерусски ăрачĕпе ĕçлеме лайăх. Тĕнче шайĕнче те шăпах вĕсем пыл нумай пухнипе палăраççĕ. Çичĕ уйăх таран урама вĕçме тухмасăр чăтма пултараççĕ. Кăçал çуркунне кая юлса килчĕ, çавна май асăннă ăрата усракансем хăйсем те курса ĕненеççĕ.

Среднерусски ăрата эпир Пермь облаçĕнчи Красновишерски районĕнчен илсе килсе ĕрчететпĕр, çĕнетсе тăратпăр. 2020 çулта пĕрремĕш хут инструменталлă мелпе пĕтĕçлентерсе 50 ама илсе килтĕмĕр. Çак çăмăл мар ĕçе пурнăçлама "Аписфера-М" бюровăн генеральнăй директорĕ Кирилл Богомолов пулăшрĕ.

Паян вĕлле хурчĕсене пулăшу кирлĕ. Вĕсем хĕл каçа апат та нумайрах çирĕç. Иртнĕ кĕркунне вăрах вăхăт ăшă тăчĕ, çавна май çимелли нумайрах пĕтрĕ. Çакна шута илсен çуркунне пыл е канди парса пулăшсан аванрах. Килти утартан юхтарнă пыл пулсан тата лайăхрах. Кандие париччен ăна мĕнле пылпа тунине тĕрĕслемелле, уйрăмах пыльцапа хатĕрленине. Шăпах ун урлă тĕрлĕ чир-чĕр ерме пăхать.

Ытти чирсем пирки те каласа хăварас килет. Юлашки вăхăтра коллапс çинчен ытларах калаçма пуçларĕç. Кĕркунне вĕлле хурчĕсем апачĕ пур çĕртенех хăйсен çуртĕнчен туха-туха каяççĕ. Варроатозран та хими мелĕпе тунă эмелсемпе сиплеме тăрăшмалла мар. Ытларах органикăлла кислотасемпе (сĕт, кăшкар ути, кăткă кислоти) усă курмалла. Унсăрăн эпир пахалăхлă пыл туса илейместпĕр.

Утарçăсен те саманапа пĕр тан утмалла, çĕнĕлĕхсемпе паллашсах тăмалла. Мартăн 19-20-мĕшĕсенче Мускавра Раççейри хурт-хăмăрçăн съезчĕ иртрĕ, 57 регионтан килнĕ делегаци хутшăнчĕ. Унта вĕлле хурчĕсен йышĕ чакса пыни пирки те каларĕç. Çакăн сăлтавĕ - чир-чĕр нумайланни тата ылтăн хуртсемшĕн сиенлĕ хими препарачĕсемпе усă курни.

 Мартăн 28-мĕшĕнче Мордва Республикин тĕп хулинче Саранскинче пыл ярмăркки пулчĕ. Унта хутшăнма пире кунти утарçăсен пĕрлĕхĕн председателĕ Сергей Юматов чĕнчĕ. Ирçесем Патăрьел районĕнчи çăка пылне кăмăлласах туянчĕç.

Коронавируспа чирлекенсем чакса пынă май утарçăсемпе те тĕл пулса семинар-канашлу йĕркелесшĕн. Унта Белорусси, Польша çĕршывĕсенчи, ют регионсенчи вăйлă специалистсене чĕнме, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма палăртнă.

Н. ПИРОЖКОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика