Малалла та аталантăр спорт

Категория: Публикации Опубликовано: 13.04.2021, 09:55 Просмотров: 248

Бизнес-инкубатор акт залĕнче спорт федерацийĕсен ертỹçисен пухăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă.

Унта организациллĕ ыйтусем пăхса тухнă. Спорт федерацийĕсем «Паттăр» ФСКапа, власть органĕсемпе, общественноçпа çыхăнура ĕçлемеллине палăртнă. Çав шутра спорт енĕпе çулленех пĕрлехи конкурссем йĕркелемеллине каланă. Спорт федерацийĕсен канашĕн йышне суйланă. Унăн ертỹçи пулма районти Общество канашĕн членне, педагогикăпа спорт ĕçĕн ветеранне, шахмат федерацийĕн председательне Рифкать Сафиуллова суйланă.

Район территорийĕнче спортăн 21 енĕпе федерацисем йĕркеленĕ. Çулленех ял тăрăхĕсен хушшинче 14, вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз членĕсен - 6, шкул ачисен 22 енĕпе спартакиадăсем иртеççĕ.

Рудольф Селиванов спорт федерацийĕн канашне йĕркелени муниципалитетра физкультурăпа спорт ĕçне малалла аталантарма май панине каланă. «Кунта чăннипех те спорта юратакансем пуçтарăннă. Эпир сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, спорта малалла аталантарма кирлĕ условисем туса пама тăрăшăпăр...»,- тенĕ вăл.

18 çул тултарман каччăсем хушшинче волейболла выляса республикăра мала тухнă Патăрьел районĕн пĕрлештернĕ командине район администрацийĕн Тав çырăвне панă. Тренерĕ - Дмитрий Сегов. Çитĕнекен ăру пĕрремĕш спорт разрядне тултарнине тивĕçтерекен документлă та пулнă.

Çавăн пекех сĕтел çинчи тенниспа фитнес-аэробика федерацийĕсен председателĕсем - Алексей Мулюковпа Татьяна Торговцева та район администрацийĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика