Çул-йĕр правилинчи çĕнĕ знака хăнăхма тивĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.04.2021, 14:00 Просмотров: 320

ПУРНĂÇ улшăнса пынă май хăнăхмалли çĕнĕлĕхсем хушăнсах пыраççĕ. Акă, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕн ГИБДД пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх çывăх вăхăтра çул çинче çĕнĕ паллăна курма пулĕ. Вăл умри çула фотовидеофиксацин автомат мелĕпе ĕçлекен камери тĕрĕслени-ỹкерни пирки. Халĕ фотовидеофиксаци комплексĕсем пирки 8.23 табличкăсем асăрхаттараççĕ. Анчах вĕсене паллăпа пĕрле кăна çирĕплетме юрани чăрмавсем кăларса тăратнă. Правилăсенче ял тулашĕнче хăвăртлăха сехетре 90 километр таранччен чакармалли пирки каланă. Енчен те çакнашкал лаптăкра куçса çỹрекен комплекс вырнаçтарсан унпа пĕрлех табличкăпа паллă та пулмалла. Çакна шута илсе çĕнĕ паллă - 6.22 хатĕрленĕ. Ăна ял-хула тулашĕнче автомат комплексĕсен зони пуçланиччен 150-300 метр маларах вырнаçтараççĕ. Çакнашкал çĕнĕлĕх çул-йĕр хăрушлăхне чакарассипе çыхăннă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика