Чиртен хамăра сыхламалла, ыттисене хисеп тумалла

Категория: Публикации Опубликовано: 16.04.2021, 14:02 Просмотров: 202

КОРОНАВИРУС чирĕ лăпланмасть-ха. Пандемипе çыхăннă санитарипе гигиена йĕркисене, обществăлла вырăнта дистанцие пăхăнмаллине малашне те пурнăçлама тивет. Ку тĕлĕшпе районта кашни кунах мобильлĕ бригадăсем суту-илỹ магазинĕсенче, обществăлла апатлану предприятийĕсенче пулаççĕ, Роспотребнадзор ыйтакан йĕркесене пăхăннине тĕрĕслеççĕ. Апрелĕн 13-мĕшĕнче çеç ятарлă бригадăсем 13 суту-илỹ точкине тĕрĕсленĕ, çитменлĕхсем пуррисене асăрхаттарса хăварнă.

Аса илтеретпĕр: районта коронавирус чирĕнчен сыхланас тĕлĕшпе прививка тăвас ĕç маллалла пырать. Ĕнерхи кун тĕлне 1229 гражданина прививка тунă, вĕсенчен 795-шĕ иккĕмĕш хут та чирпе кĕрешес тĕллевпе вакцина яртарнă. Çакна та палăртмалла. Юлашки вăхăтра вакцинациленес текенсем те йышлă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика