Халăхпа пурнăçламалли ыйтусене çивĕчлетрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 16.04.2021, 14:08 Просмотров: 218

 Район администрацийĕн ларусен залĕнче районти организаци-предприяти, мĕн пур харпăрлăх формиллĕ учрежденисен, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен анлă ларăвĕ иртрĕ. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ.

Анлă ларăва хутшăннисем кун йĕркине кĕртнĕ тĕрлĕрен ыйтăва пăхса тухрĕç. Хальхи вăхăтра тĕп темăсенчен пĕри – районта экологи субботникĕсем ирттересси, тавралăха, территорисене тирпей-илем кĕртесси. Çак ĕçсене кашни ял тăрăхĕнчех кирлĕ пек йĕркелемелле, урамсене, социаллă культура объектсен таврашĕсене, çырма-çатрасене, масарсене, ялсенчи çỹп-çап пуçтармалли контейнер таврашĕсене тата ытти вырăнсене те тасатмалла. Ял тăрăхĕсенче ку тĕлĕшпе комиссисем туса хумалла, тирпей-илеме пăхăнманнисен, хăтлăха пăсакансен ячĕпе протоколсем çырмалла, явап тыттармалла. Кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов çирĕп каласа хăварчĕ, кашни ял тăрăхĕн экологи субботникĕсем ирттермелли, йывăçсем лартмалли графикпа паллашарчĕ. Сăмах май каласан, кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 8 пин ытла хунав лартса хăвармалла. «Çамрăк йывăçсене лартса хăварнипе çеç мар, вĕсене тымар ярса аталанма пулăшмалла, пăхса тăмалла, пĕлтĕр лартнă йывăçсенчен хăрнисене улăштармалла. Çак ĕçе çирĕп тĕрĕслевре тытмалла. Вырăнсенче тирпей-илем тăвасси, вăхăтра субботниксем ирттересси пĕтĕмпех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çаврăнăçулăхĕнчен, хастарлăхĕнчен килет. Малашне те ку ыйтупа çирĕп ыйтăпăр»-терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тирпей-илем, экологи субботникĕсем пирки калаçăва пĕтĕмлетсе. Район центрĕнчи хăтлăх, тирпей, ĕç коллективĕсенче кашни эрнерех субботниксем йĕркелес ыйтупа Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Владимиров тухса калаçрĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 2017-2020 çулсенче «Ялсене хула хăтлăхĕ кĕртмелли» регионти программăпа 12 проекта (Патăрьелĕнче, Шăнкăртамра, Хирти Пикшикре, Сăкăтра) пурнăçа кĕртнĕ. Малашне ку ыйтупа халăхăн шухăш-кăмăлне ытларах шута илсе ĕçлĕç, проектсем тăвĕç. 2022 çулта хăтлăлатмалли общество вырăнĕсене палăртассипе çыхăннă онлайн сасăлав ыйтăвĕпе район администрацийĕн строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Виктор Ижедеров паллаштарчĕ. Эпир кĕтекен проект ĕçе кĕтĕр, пирĕн ыйту пурнăçлантăр тесен пурин те патшалăх çăмăллăхĕсем паракан портал урлă хамăрăн шухăша палăртмалла. Мĕн чухлĕ ытларах сасă пуçтарăнать - çакă проекта çĕнтерме те, инвестицисене района кĕртме те май парать.

Умра - çураки çеç мар, май уявĕсем те çывхарса пыраççĕ. Вĕсене хатĕр- ленсе ирттерсе ярас пирки район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Наталия Никитина, районта «Ачасен ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ мĕнле иртсе пыни пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Чернова, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче спорт фестивальне йĕркелес, коллективсенче ГТО нормативĕсене парас ыйтупа Патăрьелĕнчи «Паттăр» ФСК директорĕ Алексей Краснов, РФ Правительствин 2021 çулхи мартăн 13-мĕшĕнчи постановленине пурнăçа кĕртес пирки «Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» хысна учрежденийĕн Патăрьел районĕнчи пайĕн начальникĕ Наталия Дружинина тухса калаçрĕç, кăсăкланаракан ыйтусене хуравларĕç.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика