Çумăр çăвать е çил-тăман, пур пĕрех «03» çула тухать ялан

Категория: Публикации Опубликовано: 16.04.2021, 14:16 Просмотров: 223

 Васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕçĕнче те юлашки вăхăтра нумай улшăну пулчĕ. Маларах хамăр район çинче тăнă пулсан, халĕ çак служба ĕçченĕсене республикипех пĕрлештерчĕç. Çынсен сывлăхĕшĕн 9 бригада ĕçлет. Вĕсенчен виççĕшĕ - пирĕн районта. Кашни бригадăра виçшерĕн: икĕ фельдшер тата пĕр водитель. Ĕçе сменăпа йĕркеленĕ. Çавăнпа та «03» служба пулăшу кĕтекенсем патне талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те çитме пултарать.

Пирĕн патăрти васкавлă пулăшу ĕçченĕсем ĕçе тивĕçлипех туса пыма тăрăшаççĕ тесе калас килет. Е. Красновăпа иксĕмĕр чылайранпа çакăнта вăй хуратпăр. Л. Вахитовăпа Л. Пукачева çамрăксем те хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлама тăрăшаççĕ. Вĕсен Л. Манзуркинăран, Л. Куряковăран та тĕслĕх илмелĕх пур.

Л. Исхакова вара вырăнти фельдшерсен ĕçĕшĕн яваплă. Васкавлă медицина службин ĕçĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлнă вăхăтра тата та кăткăсланчĕ. Чăваш Енри кашни виççĕмĕш шăнкăрав пандемипе çыхăнчĕ. Юн пусăмĕ ỹснĕрен е чакнăран, аварие пула е ỹксе сусăрланнăран пулăшу кĕтекенсем те сахал мар.

Шăнкăравсен шучĕ палăрмаллах ỹсрĕ. Малтанласа кăшăлвирус инфекцийĕ кирек кама та сехĕрлентеретчĕ. Халĕ хăнăхса пыратпăр пулмалла. Пациентсене республикăн кирек хăш больницине те вырнаçтарма илсе каятпăр. Районти тĕп больницăн ача çуратмалли уйрăмне çак чирпе сиплекенсене йышăнмалла туни те самай çăмăллăх кỹчĕ. Пĕрлехи вăйпа кирек хăш йывăрлăха та çĕнтерме пулатех. Сехĕрленсе ỹкмелле мар. Пурăна киле пандеми те истори страницине çеç çырăнса юлĕ. Çумăр çусан та, çил-тăман вĕçтерсен те васкавлă медицина пулăшăвĕ çула ялан тухатех.

 Н. АФАНАСЬЕВА, фельдшерица.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика