Тĕл пулура – ветерансем

Категория: Публикации Опубликовано: 16.04.2021, 14:19 Просмотров: 229

 Районта вăхăтĕнче çĕршывăн тĕрлĕ çар ретĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçланисен професси уявне палăртасси йăлана кĕрсе пырать. Унта ветерансем, тин çеç Раççей çарĕнчен таврăннисем хутшăнаççĕ.

 Район центрĕнче палăк та сахал мар лартнă. Патăрьелĕнчи Арбатра сывлăшран тапăнасран хỹтĕлекен çарсен ветеранĕсен те пур. Иртнĕ вырсарникун шăпах вĕсен професси уявне палăртрĕç.

Митинга район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ Петр Иванов, РФ Хĕç-пăшаллă вăйсен районти канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков, ытти çарсен, республикăн тĕрлĕ районĕнчи сывлăшран тапăнасран хỹтĕлекен çарсен ветеранĕсен делегацийĕсем хутшăнчĕç.

 Професси уявĕпе саламланă май Рудольф Селиванов ветерансен çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парас ĕçри пĕлтерĕшне, муниципалитет пурнăçне хастар хутшăннине палăртрĕ.

Сывлăшран тапăнасран хỹтĕлекен çарсен хастар ветеранĕсене Хисеп хучĕсемпе, асăнмалăх паллăсемпе чысларĕç.

 А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика