Денис Матюшкин - малтисен йышĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 11.05.2021 10:42 Просмотров: 226

АПРЕЛĔН 24-30-мĕшĕсенче Курскри патшалăх университетĕнче физкультура предмечĕпе шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри одимпиадин юлашки тапхăрĕ иртнĕ. Унта 73 регионтан 273 участник тупăшнă. Чăваш Республикин чысне хỹтĕленĕ вун пĕрмĕш класра вĕренекен тăватă ача хушшинче пирĕн районти Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулта пĕлỹ пухакан Денис Матюшкин пысăк пултарулăхпа палăрнă, призерсен йышне кĕме пултарнă. Дениса олимпиадăна хăйĕн ашшĕ хатĕрленĕ.

Сăмах май каласан, Владимир Васильевич вĕренекенĕсем юлашки çулсенче Раççей шайĕнчи предмет олимпиадисенче республика чысне чăннипех те тивĕçлипе хỹтĕлеççĕ, малтисен йышне лексе савăнтараççĕ.

Газета

Архив материалов

Июнь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Все новости

Яндекс.Метрика