Çĕнĕ клуб тăвас ыйтупа çырупа тухнă

Категория: Публикации Опубликовано: 11.05.2021 10:43 Просмотров: 230

 ТАТМĂШРИ культура çуртĕнче мачча кашти йăтăнса аннă. Сăлтавĕ - клуб çурчĕ ытла кивĕ пулнинче. Культура çурчĕ 1958 çулта çĕкленнĕ йывăç зданинче вырнаçнă пулнă. Кунта 40 çул ытла юсав ĕçĕсем ирттермен. Ятарлă комисси культура çуртне хупма йышăну тунă, клуб ĕçченĕсене вара ялти шкул çурчĕн спортзалĕнче вырнаçма хушнă. Патăрьел район администрацийĕ республикăн культура министерствине çĕнĕ культура çурчĕ çĕклеме ыйтса çырупа тухнă. 100 вырăнлă клуб тума проектпа смета хучĕсене хатĕрлеме укçа уйăрмаллине палăртнă.

Архив материалов

Июнь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика