Нумай та пĕтет, сахал та çитет, пĕрле пурăннине мĕн çитет?

Категория: Публикации Опубликовано: 11.05.2021, 10:48 Просмотров: 311

Шăнкăртамра Тутар Республикин делегацийĕ ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă. Ушкăна регион премьер-министрĕн çумĕ, Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн наци канашĕн председателĕ Василь Шайхразиев ертсе пынă. Хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов, Раççейри мăсăльмансен тĕн Пухăвĕн председателĕ, Раççей Общество палатин членĕ Альбир хазрат Крганов муфтий кĕтсе илнĕ.

Делегаци 1420 çул каялла Мухаммед пророкăн виçĕ юлташĕ Атăлçи Пăлхара килнине халалласа 2010 çулта тунă Виçĕ юлташ ячĕллĕ мечĕте кĕнĕ. Унтан Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта, "Муслима" мечĕтре пулнă. Сăмах май, кĕлĕ çурчĕ территорийĕнче "Чăваш Енри ислам" музей çĕклеме палăртаççĕ.

Хăнасем республикăн тĕрлĕ районĕнчен килнĕ ачасем Корана пĕлнине кăтартакан сăвăсен тата тĕн юррисен конкурсне пĕтĕмлетнĕ çĕре хутшăннă, асăнмалăх пан улми йывăççисем лартса хăварнă, "Муслима" мечĕтри намазра пулнă.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика