Диктант çырса паттăрсене пуç таятпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 11.05.2021, 10:52 Просмотров: 292

 Республикăра пурăнакансем "Çĕнтерỹ диктанчĕ" çырчĕç. Чăваш патшалăх университетĕнче йĕркеленĕ площадка диктант çыракансен шучĕпе чи пысăкки пулчĕ. Вĕсен йышăнче - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров, Патшалăх Думин Чăваш Енрен суйланнă депутачĕ Алена Аршинова тата Шупашкар хулин пуçлăхĕн заместителĕ Николай Владимиров.

Пухăннисене саламланă май Олег Николаев çакнашкал акцисем халăхра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă астăвăма упрама пулăшни çинчен каланă. Вăл чăваш халăхĕн тылри паттăрлăхне, çав шутра Сăр тата Хусан оборона чиккисене тунă чухнехи харсăрлăхне пайăррăн палăртнă. Çак çулсенчи пин-пин хĕрарăм, ватăсем, хĕрсемпе каччăсем кĕске вăхăтра питĕ пысăк ĕç пурнăçланă. Тăшман çулне пỹлмелли нумай километр тăршшĕ сооружени строительстви - халăхăн ĕçри пысăк паттăрлăхĕ. Ăна хисеплемелле, асра тытмалла.

Кăçал "Çĕнтерỹ диктантне" хутшăннисен йышĕ чăннипех пысăк пулнă - акцие ирттерме пуçланăранпа чи пысăкки. Площадкăсене пĕтĕм республикипех йĕркеленĕ.

- Çĕршыври Çĕнтерỹ кунĕ умĕнхи чи пысăк акци, - терĕ университет ректорĕ, "Истори астăвăмĕ" проект координаторĕ, Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партирен суйланнă депутачĕ Андрей Александров. - Çак акцие вăрçă нушине 1418 кун тỹснĕ, пуç усмасăр кĕрешнĕ асаттесемпе асаннесен ăрăвне пуç тайни вырăнне хурса хаклатпăр.

"Çĕнтерỹ диктанчĕ" валли уйăрнă 45 минутра нумай çул каяллахи вăрçă çулĕсенчи пулăмсене, халăхăн Сăр тата Хусан оборона чиккисен строительствипе çыхăннă паттăрлăхне аса илĕпĕр. Иккĕленместĕп, çак акци нумайăшне çĕннине пĕлме, тавракурăмне анлăлатма пулăшĕ. "Çĕнтерỹ диктантне" хутшăннипе çыхăннă шухăш-кăмăлĕпе тĕп хула пуçлăхĕн заместителĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" депутатсен Шупашкар хула пухăвĕнчи фракцийĕн ертỹçи Николай Владимиров паллаштарчĕ:

"Паян "Çĕнтерỹ диктантне" виççĕмĕш хут çыратăп. Маншăн ку кашнинчех чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Диктант ыйтăвĕсем çуллен кăткăсланса пыни палăрать. Çакă вара историпе çыхăннă кĕнекесене тепĕр хут вулама, хамăрăн çар пуçĕсене, Çĕнтерĕве туптанă паттăрсене аса илме хистет. Пирĕн хамăрăн историн çутă страницисене те, хурлăхлă саманчĕсене те пĕлмелле. Çамрăксемшĕн çакă пушшех пысăк пĕлтерĕшлĕ".

РФ Патшалăх Думин депутачĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регион уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова иккĕмĕш тĕнче вăрçипе çыхăннă истори чăнлăхне упраса хăварни пысăк пĕлтерĕшли çинчен каларĕ:

- "Çĕнтерỹ диктантне" хутшăнма кăмăл тунисене пурне те тав тăватăп. Хамăр паян çакăнта килнине пысăка хурса хаклатпăр. Ку - эпир Иккĕмĕш тĕнче вăрçин историне çĕнĕрен çырма никама та паманни çинчен тĕнче илтмелле пĕлтерни. Çак чăнлăха тĕнчене кашнин каламалла. Кăçал Чăваш Енре акцие хутшăнмашкăн 400 яхăн площадка йĕркелеме пултарнăшăн чунтан савăнатăп. Çакă пирĕн республикăра Тăван çĕршыв историне лайăх пĕлнине, ăна куç пек упранине çирĕплетет.

Пĕтĕм тĕнчери "Çĕнтерỹ диктанчĕ" акци кăçал виççĕмĕш хут иртет. Ăна "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти Раççей истори обществипе, Раççей çар историйĕн обществипе, Раççейри Ветерансен союзĕпе тата "Çĕнтерỹ волонтерĕсем" юхăмпа пĕрле йĕркеленĕ. Унсăр пуçне диктантпа пĕрлех йăлана кĕнĕ йĕркепе "Çĕнтерỹ çырăвĕсем" акцие старт панă. Акцие хутшăннисем ветерансем ячĕпе тав сăмахĕсем çырнă. Çак çырусене волонтерсем Çĕнтерỹ кунĕ умĕн вăрçă паттăрĕсене алăран тыттарĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика