"iВолга" çамрăксене пухĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2021, 14:44 Просмотров: 247

Раççей çамрăкĕсен "iВолга" форумне кăçал офлайн мелпех йĕркелĕç. Вăл яланхиллех Самар облаçĕнчи Мастрюково кỹлли хĕрринче иртĕ, июлĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен пулĕ. Форума 18-35 çулсенчи çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсем пĕлĕвне 7 вĕренỹ сменинче тарăнлатĕç, проекчĕсене хỹтĕлĕç. Çавăн пекех кăçал "Ача-пăча iВолги" те пулĕ. Унта Раççейри шкул ачисен юхăмĕн хастарĕсем, "Пысăк тăхтав" конкурс çĕнтерỹçисем килĕç.

Форума хутшăнас кăмăллисен ivolgaforum.ru сайта кĕрсе регистрациленмелле. Ку ĕçе майăн 25-мĕшĕччен пурнăçламалла.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика