Пограничниксен аса илмелли нумай

Категория: Публикации Опубликовано: 01.06.2021, 11:17 Просмотров: 369

Майăн 28-мĕшĕнче çулленех пограничниксене чыс туса вырнаçтарнă палăк умне халăх йышлă пуçтарăнать. Тĕрлĕ çулта службăра пулнă пограничниксем хăйсен професси уявне кăçал та сумлă ирттерчĕç.

Уяв мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-фианс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Хĕçпăшаллă вăйсен ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков хутшăнчĕç, пограничниксене уяв ячĕпе саламларĕç, малалла та тĕрлĕ çар службинче тăнă ветерансене район пурнăçĕнче хастарлăх кăтартса ĕçлеме ăнăçу сунчĕç.

Ырă йăлана малалла тăсса общество пурнăçĕнче хастарлăх кăтарнă ветерансене Хисеп грамотипе, Тав çырăвĕпе чысларĕç. Сăмах май каласан, районти "Пограничное братство" общество (ертỹçи Анатолий Быков) район пурнăçне, ыр кăмăллăх акцийĕсене, субботниксене, спорт мероприятийĕсене хастар хутшăннине, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти кадет класĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртса хăвармалла. Уявра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти çамрăк пограничниксем, Туçари пограничниксен юхăмĕн хастарĕсем чикĕ хуралçисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарни уява тата ытларах пуянлатрĕ.

Çак кунхинех чикĕ хуралçисем уяв ячĕпе авточупу ирттернĕ хыççăн Ишлĕре пограничник-ветерансен ячĕпе стелла уçрĕç.

А.ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика