Çĕмĕрлесем те  хăнасене йышăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2021 08:53 Просмотров: 259

Республика кунне халалланă мероприятисем Шупашкарпа пĕрлех Çĕмĕрле районĕнче те иртнĕ. Çĕмĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Лев Рафинов каланă тăрăх, Çĕмĕрлесем уява тăрăшса хатĕрленнĕ.

Çĕмĕрле тăрăхне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та çитсе курнă. «Чăваш халăхĕ мĕн авалтан самана йывăрлăхĕсене парăнтарса малалла утнă. Вĕсем нимĕнле ĕçрен те ютшăнман. Пурте пĕрле кар! тăрса кĕрешнĕ. Эпир те пĕрле туслăн килĕштерсе пурăнар. Çĕнĕ çĕр çуллăха пуçларăмăр. Республикăна аталантарас тĕллевпе пирĕн нумай ĕç тумалла. Çĕнĕлле пурăнма пуçламалла. Пĕрле пулсан кăна эпир палăртнă ĕмĕт-шухăша пурнăçлама пултаратпăр. Кашни çыннăн ĕçĕ пĕлтерĕшлĕ. Çын ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ», - тенĕ Олег Алексеевич. Вăл уяв ячĕпе саламланă май ĕçре палăрнисене тĕрлĕ наградăпа чысланă. Çавăн пекех регион ертÿçипе сумлă хăнасем ял тăрăхĕсен пурнăçĕпе çитĕнĕвĕсене кăтартакан «кил хуçалăхĕсемпе» паллашнă.

Чăн та, районти чылай вырăнта автоçулсене çĕнетнĕ, темиçе ялта асăну паркĕсемпе аллейисене хута янă. Акă Çĕмĕрле ялĕнче Çĕнтерÿ паркĕ уçăлнă.

Июнĕн 24-мĕшĕнче Çĕмĕрле район çыннисемпе хăнисем «Раççей çăл куçĕсем» фестивале çитнĕ пултарулăх ушкăнĕсен концертне курса савăннă. Ҫавăн пекех уяв кĕрекине Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăннă.

                              СĂМАХ МАЙ

Чăваш Енре Республика кунне  1995 çултанпа паллă тăваççĕ. Ăна Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 75 çул çитнине халалласа уявлама йышăннă.

2000 çулхи майăн 4-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Николай Федоров уявăн пĕлтерĕшне тĕпе хурса çак кун, июнĕн 24-мĕшĕнче, кантарасси пирки калакан саккуна алă пуснă.

Газета

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика