Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2021, 08:56 Просмотров: 320

Виçĕ тĕп çул-йĕре палăртса йĕркеленĕ

"Чăваш Ен. Трансформаци" экономика форумĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев экономика цифровизацийĕн тĕп тĕллевĕсем çинчен каласа кăтартнă. Республика ертỹçи палăртнă тăрăх, халăха патшалăх пулăшăвĕсемпе хăвăрт тата меллĕ тивĕçтерессине цифра трансформацийĕн никĕсне хунă. Кăçал форума виçĕ тĕп çул-йĕре - çынсем валли тата бизнес валли хатĕрленĕ технологисем, территори аталанăвĕ - палăртса йĕркеленĕ. Соц сфера

Килĕшỹ тунă

Чăваш Республикин Правительстви тата Перекет банкĕ регион туризмне аталантарас тĕлĕшпе пĕрле ĕçлеме килĕшỹ тунă. Документра Чăваш Республикин 2035 çулчченхи Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегине пурнăçланă май туризма комплекслă майпа аталантарссине палăртнă.

Çĕнĕ троллейбуссем маршрута тухнă

Республика кунĕнче Шупашкарта çĕнĕ 60 троллейбус тухнă. Çак ятпа предприяти ĕçченĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. Электричество транспортне РФ Правительстви уйăрнă укçапа туяннă. Çапла майпа парка 30 процент çĕнетме май килнĕ. Малашне Хĕвеллĕ тата Ясная поляна микрорайонсене те троллейбус çỹреме тытăнĕ. 14-мĕш маршрут вĕсене хулан тĕп пайĕпе çыхăнтарĕ.

Портал урлă та хутшăнма пулать

Кăçал кĕркунне Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртĕ. Унта Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă та хутшăнма пулать. Çырав вăхăтĕнче çыннăн пропискине, ăçта регистрациленнине мар, пурăнакан вырăна ыйтаççĕ. Çырав ыйтăвĕсемпе ĕçлекенсем 3,2 пин çурта тĕрĕсленĕ, çынсем пурăнманнисене палăртнă. Тĕрĕслев хыççăн картографи материалне, çуртсен тĕрĕс адресĕсен списокне хатĕрлĕç.

Хусана - "Валдайпа"

Республикăна кĕçех çĕнĕ "Валдайсем" килĕç. Пĕрремĕшĕ Чăваш Ене июнĕн 24-мĕшĕнче çитнĕ. Кун пирки ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин сайтĕнче пĕлтернĕ. Пирвайхи маршрут Хусан еннелле уçăлĕ. Тепĕр икĕ транспорт çитмелле. Пĕри Хусана çỹрĕ. Рейссем кашни кунах пулĕç. Тепĕр "Валдая" туризм маршручĕ валли уйăрĕç.

Багажникре - 10 кг наркотик

Арçыннăн багажникĕнче 10 кг наркотик пулнă. Килĕнче ухтарсан 12 кг сиенлĕ хутăш тупнă. Владимир облаçĕнче пурăнакан арçынна ЧР ШĔМ наркотик çаврăнăшне тĕрĕслекен управлени оперативникĕсем "Гром" ятарлă отряд хастарĕсемпе пĕрле Çĕнĕ Шупашкар патĕнче тытса чарнă. Арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçланă. Куншăн тĕрмене 20 çуллăха хупма пултараççĕ.

Çартан пăрăнас тесе

Шупашкарта пурăнакан 25 çулти каччă салтака каяс мар тесе взятка панă. Ун тĕлĕшпе РФ СК Чăваш Енри следстви органĕсем пуçарнă уголовлă ĕçе кĕçех суд пăхса тухĕ.Следстви версийĕ тăрăх, 2019 çулхи апрель уйăхĕнче вăл ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин должноçри çыннине 100 пин тенкĕ панă. Куншăн лешĕ унăн чир пуррине кăтартакан документ хатĕрлесе пама шантарнă. Каччă хăйĕн айăпне тунмасть. Кунсăр пуçне взяткăна илнĕ çын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе малалла тишкереççĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика