Фирия Хафизова врач "Эпĕ - хĕрарăм" конкурсра палăрнă

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2021, 08:59 Просмотров: 380

РЕСПУБЛИКĂРИ Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ кăçал пĕрремĕш хут "Эпĕ - хĕрарăм" конкурс йĕркелерĕ. Ăна çỹллĕ шайра ирттерессишĕн пĕрлĕх ертỹçи, йĕрке комитечĕн председателĕ Наталья Николаева нумай тăрăшнă.

Конкурса хутшăннă 351 хĕрарăм ĕçне, пултарулăхне тĕрлĕ номинаципе хакланă. Социаллă тытăмра тăрăшакансен хушшинче Патăрьелĕнчи тĕп больницăри Фирия Хафизова тухтăр та çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Кăçал вăл республикăри "Чи лайăх акушер-гинеколог" ята та тивĕçнĕ. Фирия Феридовна виçĕ ача амăшĕ, сиплев учрежденинче 2011 çултанпа врач акушер-гинекологра тăрăшать, хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика