Вăрçă ачисен йышĕ хушăнсах пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2021 09:01 Просмотров: 271

РАЙОНТИ халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Наталия Никитина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх хальхи вăхăтра пирĕн районта пурăнакан 1465 çын вăрçă ачи пулнине ĕнентерекен ятарлă удостоверение алла илнĕ. Юлашки икĕ уйăхра вĕсен йышне тепĕр 100е яхăн ватă хутшăннă. Аса илтеретпĕр: социаллă çăмăллăх памалли саккунпа килĕшỹллĕн çак ушкăнти çынсем хальхи вăхăтра вĕсем пурте медицина учрежденийĕнче тухтăр патне черетсĕр кĕме пултараççĕ. Унсăр пуçне 2021 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вăрçă ачисене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн 25 процентне тавăрса пама пуçлĕç. Çакна та палăртса хăвармалла. Çăмăллăхпа 1927 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕчченхи тапхăрта çуралнисем çеç усă курма пултараççĕ.

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика